Предыдущая публикация
Коррупципе кĕрешессипе çыханнă ыйтусене "Хыпар" хаçатра анлă çутатнăшан политика пайĕн редакторĕ Николай Коновалов "Республикăри пичет кăларăмĕсенчи антикоррупци тĕллевĕллĕ чи лайăх статья" номинацире 1-мĕш вырăн йышăннă.
"Ял пурнăçĕ" хаçат редакторĕ Валентина Багадерова тата "Хыпар" Издательство çурчĕн çырăнтарупа реклама пайĕн пуçлăхĕ Марина Тумаланова "Чăваш Ен террора хирĕç" конкурсра малтисен йышне кĕнĕ. Валентина Багадеровăн "Холбай Чариев: "Мана анне ырă ĕçсем тума çуратса ÿстернĕ" материалне республика хаçатĕнче пичетленнĕ чи лайăх статья тесе палăртнă. Марина Тумалановăн "Туслăхпа çыхăннă ваттисен сăмахĕсем кивелмеççĕ" ĕçĕ иккĕмĕш вырăна тухнă.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1