Çулталăк тăршшĕпе республикăра культурăна аталантарма сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Çакăн пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче çутатса тăни халăха ун пирки вăхăтра пĕлтерме май парать.
«Çитес çул та мероприятирен пуян пулĕ. Автоклубсем туянăпăр, юсав ĕçĕсем ирттерĕпĕр, çĕнĕ библиотекăсем уçăпăр. 2025 çулхи чи кĕтнĕ пулăм вара Чăваш патшалăх академи драма театрĕ лартакан «Нарспи» спектакль пулĕ. Тĕп сăнарсене тупма йывăр килнĕрен спектакле тахçанах куракан умне кăларман. Анчах халĕ пысăк кастинг ирттерсе чăвашла лайăх пĕлекен, тĕп сăнарсемпе килĕшсе тăракан çамрăксене суйланă», – терĕ культура министрĕ Светлана Каликова ЧР ачасемпе ҫамрӑксен библиотекинче йӗркеленӗ тӗлпулура.
Культура пурнăçĕнче кăсăкли тата нумай пулĕ. Çавăнпа çитес çула хаваслă кăмăлпа кĕресчĕ.
Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗсем
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев