🇷🇺Патӑръел муниципалитет округ пуҫлӑхӗнчен Рудольф Селивановран саламлă ҫыру тата Аслă Чемен территри уйрăмĕнчен хисеп хучĕ вĕҫсе ҫитрĕҫ ун патне.
⛏️Анна Васильевна Аслă Чемен ялĕнче ултă ачаллă ҫемьере ҫуралса ÿснĕ. Нумай ҫул хушши тăван колхозра тăрăшнă: 25 ҫул фермăра ĕне сунă, 5 ҫул фуражир пулнă, сĕт пуҫтарса леҫме ҫÿренĕ, кайран бригадăра ĕҫленĕ. Ҫав вăхăтрах ҫулла чĕкĕнтĕр пайĕ, севок ҫăмланă.
🏃♀️Биржа урлă вырнаҫса ял тăрăхне хăтлăх кÿнĕ хушăра Аслă Чемен территори уйрăмĕшĕн тĕрлĕрен ăмăртусенче хутшăннă Анна Васильевна. Вĕсен шутĕнче Краснов, Диверинская, Патăрьел район пуҫлăхĕ, Авангард хаҫат парнисемшĕн иртекен, физкультурник кунĕ ячĕпе, кĕрхи тата ҫурхи кроссем. Хăйпе пĕр ҫултисемпе ăмăртса яланах малти вырăнсене ҫĕнсе илнĕ вашават хĕрарăм.
👨👩👧👧Анна Васильевна мăшăрĕпе Сергей Николаевичпа икĕ ывăлпа пĕр хĕр ҫитĕнтернĕ. Паянхи кун ҫемьере тăватă мăнук ÿсеҫҫĕ.
💐Анна Васильевна, сумлă юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр сире! Сывлăха упраса, Турă панă илемлĕ кунсемпе савăнса пурăнма сунатпăр. Ачасен тата тăвансен ăшши, пулăшăвĕ иксĕлми вăй-хăват парса тăччĕр сире.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 7