Предыдущая публикация
🇷🇺Патӑръел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов ячĕпе ăна Аслӑ Чемен территори уйрӑмӗн ӗҫченӗсем саламларӗҫ.
⛏️Сергей Иванович пĕчĕкренех ĕҫе хӑнӑхса ÿснĕ. Вӑтам шкул пĕтернĕ. Совет Союз ҫар хĕсметĕнче тӑнӑ. Мĕн тивĕҫлĕ канӑва тухиччен тӑван колхозра тӑрӑшнӑ.
👨👩👧👧Мӑшӑрĕпе Раиса Ивановнапа пилĕк ывӑл ҫитĕнтернĕ, салтака ӑсатса ярса, кĕтсе илнĕ. Паянхи кун ҫемьере 13 мӑнук тата 2 кĕҫĕн мӑнук ҫитĕнет.
💐Сергей Иванович, саламлатпӑр! Ҫирĕп сывлӑх, телейлĕ кун-ҫул, вӑрӑм ĕмĕр пулччĕр сирĕн! Ачсем хисеплеччĕр, пулӑшччĕр, килсе курса савӑнтарччĕр.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 4