🇷🇺Патӑръел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов ячĕпе ăна Аслӑ Чемен территори уйрӑмӗн ертÿçи Екатерина Фролова тата Хĕл Мучипе Юр Пике саламларӗҫ.
👨👩👧👧Роза Рафаиловна Аслă Чемен ялĕнче çуралнă. Ҫемьере ачасем тăваттăн пулнă. Вăрҫă çулĕсенче тата вăрçă хыççăнхи тапхăрта çăмăл пулман вĕсене паллах.
⛏️Шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыҫҫăн Роза Рафаиловна колхозра ĕҫлеме пуçланă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозшăн тăрăшнă. Ӗçленине кура тĕрлĕрен награда илме пултарнă. Почетный колхозник колхоза «Путь коммунизма», Ветеран труда, Победитель соцсоревнований. Тивĕçлĕ кану вăхăтĕнче те пĕрмаях бригадăна ĕçлеме тухнă. Колхоз валли килте çăкăр пĕçернĕ, купăста ÿстернĕ.
☦️Роза Рафаиловна мĕн пĕчĕкренех, ашшĕ-амăшĕ вĕрентнĕ пек, Султи Турра асра тытнă. Сыхланса юлнă çывăхри чиркĕве Шурута уяв кунĕсенче çÿренĕ. Паянхи кун та тĕн йĕркине çирĕп тытса пырать.
👫Раза Рафаиловна Аслă Чемен каччипе Григорий Филопповичпа пĕрлешсе 3 ывăлпа 2 хĕр çитĕнтернĕ. Паянхи кун унăн йĕри-тавра 6 мăнукпа 2 кĕçĕн мăнук.
💐Раза Рафаиловна, сире сумлă юбилей ячĕпе чун-чĕререн самамлатпăр! Ҫирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, куршĕсенчен тата тăвансенчен хисеп, пулăшу сунатпăр.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 5