Предыдущая публикация
Пурнăçа, телее
Тем парсан та илме çук,
Пулнине-иртнине
Макăрсан та таврас çук.
Ĕнерхи яшлăха
Туртса илчĕ шăпа.
Çĕнтерме хурлăха
Пулăшсам эс мана.
2). Чунăмпа, кăмăлпа
Туртăнатап сан патна.
Юррупа, сассупа
Йăпатсамччĕ эс мана.
Сан çулу пĕччен мар –
Ăнланатăп çавна.
Çав-çавах юратма
Ирĕк пар эс мана.
3). Çĕр çинчи пур чĕр чун
Мăшăрпа çеç çул хывать,
Тĕл пулсан икĕ чун
Савнăçпа çуталать.
Пурнăç иккĕ килмест,
Ĕмĕр вĕçсĕр пулмасть.
Пĕр-пĕрне ăнланар,
Хуçăлма кирлĕ мар.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 5