Предыдущая публикация
Сӳнет хуллен эс ҫутнӑ ҫӑлтӑр :
Ӑна ҫунма тек туйӑм ҫук .
Унăн ӑшши чунра ҫеҫ юлтӑр :
Сана сунам телейлӗ ҫул .
Хӗвел пулса кунҫулӑма ,
Чылай ҫутатрӑн ир те каҫ .
Упра пӗлменшӗн ҫулӑма ,
Ман тунсӑха та илсе кай .
Пӗрне-пӗри аса илсе ,
Пурнма тивет пирӗн ялан .
Сана татах курас килсен
Пӑхап , мӗнле ӳсет палан .
Сӳнет хуллен ҫут пирӗн ҫӑлтӑр ,
Ӑна ҫунма чӗр туйӑм ҫук .
Унăн ӑшши чунра ҫеҫ юлтӑр :
Пайланчӗ пирӗн утнӑ ҫул .
ТӲПЕ ЮРККИ
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев