Предыдущая публикация
Кăшарни умӗн пĕр кунлăх типĕ тытаççĕ. Каçхине ăшаланă пулă, купăста кукли, улма-çырла компочĕпе апатланаççĕ. Кăшарни апачĕ сĕтел пуянлăхĕпе мар, таса - çветтуй шыв - сăваплăхĕпе паллă. Çак кун чиркÿрен илсе килнĕ Çветтуй шывпа кил-çурта сăваплаççĕ, чир-чĕртен имленеççĕ. Алӑк, чӳрече ҫине хӗрес хываҫҫӗ.
Чунпа та, ӳтпе те тасалас тӗллевпе чылай ҫӗрте хӗресле вак касса ӑна сӑваплаҫҫӗ, шыва кӗреҫҫӗ.
❄️ Сывлӑхпа, тирпейлӗ, йӗркӗллӗ пурнасчӗ.
#кӑшарникаҫ #сочельник
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев