Кивӗ Саврăш ялӗн культура ҫурчӗнче Ятарлă операци пурнăçласа пуç хунă Эдуард Кузьмин ячӗпе Асӑну хӑми уҫрӗç.
Кузьмин Эдуард Георгиевич, 1965 ҫулхи октябрӗн 13-мӗшӗнче Кивӗ Саврăш ялӗнче ҫуралнӑ. Ялта пӗрремӗш класран пуçласа Саврăшри сакӑр ҫуллă шкулта вӗреннӗ, 1983 ҫулта Савгачевăри вӑтам шкулăн вунӑ класне пӗтернӗ. Ҫав ҫулах Чистайри совхоз-техникума вӗренме кӗнӗ. Анчах вӗренме пӑрахма тӳр килнӗ – 1984-86 ҫулсенче Туркестан Çар округӗнче хесметре Тăван Çӗршыва хӳтӗлес енӗпе çар тивӗçне пурнăçланă . Демобилизаци йӗркипе таврăннă хыҫҫӑн техникумра инженер -механик специальноçне алла илнӗ. Вăл малашнехи пурнăçӗнче Пермь крайӗнче Губаха хулинче ӗҫленӗ, заводра цех сменин начальникӗ пулнă.
Мӑшӑрӗпе икӗ хӗр пӑхса ӳстернӗ.
Ятарлă ҫар операцийӗ пынă чух Эдуард Кузьмин айккинче юлма пултарайман, Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлеме тухса кайнă. Ятарлă çар операцине вăл вӑл 2024 ҫулхи майӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа кӗнӗ.
Эдуард Георгиевич 30 бригадӑра службӑра тӑнӑ. Çуллăскере , ăна çăмăл пулман пулсан та, ҫапӑҫура паттăрлăх тӗслӗхӗ пулса тăнă. Эдуард Георгиевич Кузьмин хастарсен вилӗмӗпе вилнӗ.
Ентеш-героя 2024 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнче тӑван ял масарӗнче пытарнӑ. Ялта ӑна хастар, ырă кăмăллă вӗри чунлă ҫын пек астӑваҫҫӗ.
Асăну хӑмине уҫнă церемоние ял ҫыннисем, районти «Служу Отечеству» обществăлла организаци ветеранӗсем пухӑннӑ.
– Эдуард Кузьмин пире хӳтӗлесе, мирлӗ хӗвел айӗнче телейлӗ пурӑнччăр, вӗренччӗр, ӗҫлеччӗр тесе пурнӑҫне панă, – палӑртрӗ район Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Алмаз Мингулов. – Çавăнпа эпир унăн паттăрлăхӗпе тата ячӗпе мăнаçланатпăр. Ҫамрӑк ӑрăва ҫакӑн пек паттӑрсен тӗслӗхӗпе пӑхса ҫитӗнмелле.
Асăну хăми çинчи шурă пӗркенчӗкне Алмаз Мигуловпа Саврăш тăрăхне ертсе пыракан Андрей Кузьмина сирчӗç.
Шăплăх саманчӗ хыççăн çынсем ял паттăрне чысласа, Асăну хăми айне чечек çыххисем хучӗҫ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1