Аксу районӗнче халăх шучӗ ӳсес енӗпе кăтарту савăнтармасть.
2024 ҫулта районăн ӗҫ тӑвакан комитечӗн ЗАГС пайӗнче 87 пӗчӗк ача ҫуралнине регистрациленӗ (ку вăл, 2023 çулхипе танлаштарсан, пилӗк ача ытларах ). Вӗсенчен 50 арҫын ача, 37 хӗрача. Анчах кунта ҫакна та шута илмелле: пирӗн район ачисем кӳршӗллӗ районта çуралнипе çак цифра тӗрӗсех мар та пулма пултарать. ЗАГС пайӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, иртнӗ ҫул Айназ, Богдан, Дмитрий, Тимур, Алина, Амина, Кира тата Полина чи паллӑ ятсем пулса тӑнă. Йохан, Алим, Макар, Анабель, Латифа, Аврора тата Зайнаб ятсем те сайра мар. 22 ҫамрӑк ҫемьере пӗрремӗш пепке ҫуралнă. Çирӗм пилӗк ҫемье нумай ачаллӑ статус туяннӑ. Пӗлтӗр çӗнӗ 67 çемье тӗвӗленнӗ. (2023 çулта – 64 мӑшӑр) Юлашки ҫулсенче районта халӑх шучӗ чакса пыни палӑрать. Иртсе кайнă çулта 438 ҫын пурнăçран уйрăлнă. (2023 ҫулта 378 ҫын вилнӗ пулнă). Çав шутра 272 арҫын, 166 хӗрарӑм.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев