Уяв 102-мӗш пушар чаçӗн картишӗнче чаплă лару-тăрура иртнӗ
Мероприятие пушарпа ҫӑлав пайӗнче вăтăр çултан кая мар ӗçленӗ çынсен ячӗпе йӗркеленӗ. Татьяна Ермолаева 1993 ҫулта отряд начальникӗн помощникӗ пулса ӗҫлеме килнӗ, унтан ӑна малтан техника уйрăмӗн, унтан канцеляри заведующийӗ пулма куҫарнӑ. Тивӗçлӗ канăва Татьяна Петровнӑна комендант вырӑнӗнчен ӑсатрӗҫ.
Джамиль Хуснутдинов та организацире вăтăр çул водительте вăй хунă Джамиль Касымович 102-мӗш пушар пайне 1994 ҫулта, боец пулса пынă. Ăна пӗрремӗш кунранах оперативлӑ машина водителӗ пулма çирӗплетнӗ.1995 ҫулта пушар машинин водительне куҫарнӑ.
– Пирӗн хисеплӗ пенсионерсене –Татьяна Ермолаевапа Джамиль Хуснутдинова Раҫҫей МЧС-ӑн Тутарстанри Тӗп управленийӗн тата район ертӳҫисен Хисеп хучӗсемпе пӗрре мар чысланă, вӗсем пирӗн системăра ӗҫленӗ вӑхӑтра хӑйсене тивӗҫлӗ енчен кăтартса пачӗç, ӗçе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫларӗҫ,– палăртрӗ пушарпа ҫӑлав гарнизонӗн начальникӗ Руслан Ибляминов. –
Пушар гарнизонӗнче иртнӗ чаплă лару-тăрăва район ертӳçи Алмаз Мингулов хутшӑннӑ. Вăл çакăн пек уявра пӗрремӗш хут пулнине çирӗплетнӗ.
– Джамиль Касымович та, Татьяна Петровна та МЧС органӗсенче вăрах ӗçленӗ,хӑйсен ӗҫӗпе вӗсем ҫакӑн пек чыса тивӗҫнӗ,– палӑртрӗ Алмаз Мингулов.
Ӗҫтешсене тава тивӗҫлӗ канӑва ӑсатма 102-мӗш гарнизона ертсе пынă Ахтям Настрдинов та пынӑ. Вӑл икӗ пенсионер та хӑй ертсе пынипе ӗҫлеме пуҫланине, кашнине лайăх енчен кӑна хакланине палӑртрӗ. Шӳтлесе, вăл –Эпӗ кунта хамăн ӗçтешсене пенсионерсен командине йышӑнма çӳретӗп, – тенӗ.
Подполковник гарнизон коллективне малашне те тӳрӗ кӑмӑлпа тата кӑтартуллӑ служба тума суннă.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев