Чи малтан Кивӗ Илтрекъелпе Кивӗ Кереметре пухусем иртрӗҫ. Вӗсене райӗçтăвком ертӳҫи Алмаз Мингулов, район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ильшат Загидуллин, районти службӑсемпе ведомствӑсен ертӳҫисем, полици, МЧС, вӑрман хуҫалӑхӗсем хутшӑнчӗç. Сергей Маклаковпа Андрей Парфенов 2024 ҫулта хӑйсен территорийӗсене социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ ҫинчен каласа пачӗҫ. Пухура палӑртнӑ тӑрӑх ял пурнăçӗнче паян тӗп ыйту вăл ятарлă çар операцине хутшăннă ентешсене пулăшу парасси. Кивӗ Илтрекъел тăрăхӗнче 1183 ҫын пурӑнать. Ҫулталӑк хушшинче сакăр ача ҫуралнӑ, 20 ҫын вилнӗ. Ял тăрăхӗн статистикинчен хӗрарӑмсем вăтамран 75 ҫул, арҫынсем - 59 ҫул прăнни палăрать. 2024 ҫулхи тӗп задачăсене туллин пурнӑҫланӑ. Ял тӑрӑхӗн ҫуртне тӗпрен юсанă, Ҫӗнӗ Илтрекьелӗнчи фельдшерпа акушер пунктне çӗнетес ыйтӑва татса панӑ. Ялти Ленин урамӗнчи кӗпере юсанӑ. МТЗ-82,1 трактор валли çакмалли хатӗр туяннă. Таркăнта кану зонине хӑтлӑлатнӑ. Урамсене хунарсемпе çутатнă, ҫунса кайнă хунарсене пурне те улӑштарнă. Хунарсене тата çутатакан оборудование Петр Васюткинпа Владимир Исаншин электриксем ятарă приборсемпе тӗрӗслесе тăраççӗ. Отчет ҫулӗнче ял тăрăхӗн бюджечӗ 8,18 миллион тенке яхӑн пулнӑ. Бюджет тӑрӑх тунӑ обязательствӑсене пурне те пурнӑҫланӑ. Яла задачăсене пурнăçлама сулăм укçи программи пысӑк пулӑшу парса тӑрать. Вӑл ҫулсене ваклама, территорисене тирпейлеме май парать. Сулăм укҫи-тенкипе ял урамӗсене вак чул сарса йӗркене кӗртеççӗ. Иртсе кайнă çул вырӑнти пӗлтерӗшлӗ 18,8 ҫухрӑм урам ҫулӗсем тунă, сулăм укçипе тăхăр ҫул хушшинче урамри ҫулсене 16,7 ҫухрӑм 84420000 пин тенкӗлӗх вак чул сарнă. Халӑх выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетсе укçа тăвать. Харпӑр хуçалăхсенче отчет ҫулӗнче выльӑх-чӗрлӗх продукцине 12 миллион та 630 пин тенкӗлӗх сутнă. Çав шутра 480 тонна 12 миллион тенкӗлӗх –сӗт. Ял тăрăхӗнче Валерий Сапеев нумай ҫул ӗҫлет, вӑл хур, кӑвакал тата мулард ҫитӗнтерет. Ҫавӑн пекех çурма хатӗр апат-ҫимӗҫ туса кӑларассине те йӗркеленӗ. Хальхи вăхăтра комбикорм цехӗ тӑвас енӗпе инвестици проектне пурнӑҫлать. 18000 пуҫлӑ хур ферми тытма шухăшлать. Тӗп усадьбăра 2025 çулта фермер кайӑк тирпейлекен предприяти тума палăртнă. Фермер ӗҫ вырӑнӗсем те тӑвать, хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлӗн тухӑҫлӑхне ӳстерет. Территорие тирпей-илем кӗртес енӗпе ял поселенине тӑтӑшах укҫа-тенкӗ тата пурлӑх пулӑшӑвӗ парса тăрать Районта граждансен пухӑвӗсем пуҫланчӗҫ Ялсене хӑтлӑх кӗртес ыйтусене татса парас ӗҫре ял халăхӗ те пулăшать Гражд а н с е н п у х ӑ в ӗ н ч е ç а к енӗпе Николай Маклакова, Петр Васюткина,Татьяна Абдулкинăна тата Александр Зольникова район ертӳҫи Тав турӗ. Кивӗ Керемет ял тăрăхӗнче пӗр ял. Райӗçтăвком ертӳҫи Алмаз Мингулов палӑртнӑ тӑрӑх, ку яла Хасан Туфан поэтӑн тӑван ҫӗршывӗ пек пӗлеҫҫӗ. Кӑҫал, Çӗлен çулӗнче, вӑл 125 ҫул тултарнă пулӗччӗ. Кивӗ Кереметре 343 ҫын пурӑнать. Андрей Парфенов палӑртнӑ тӑрӑх, ял ҫыннисем ытларах хушма хуҫалӑхпа пурӑнаҫҫӗ – вӗсен хуçалăхӗсенче 167 пуҫ ӗне выльăх. Ялта Григорий Маланчевăн ӗне выльăх ҫитӗнтерес тӗлӗшпе хресчен хуçалăхӗ аван ӗçлет. Кӑҫа л по селокр а парк т е р р и т о р и й ӗ н ч и к и в ӗ йывӑҫсене касса тирпейлес тата кӑклас енӗпе пысӑк ӗҫ пурнăçланă, унта уявсем иртеççӗ, мечӗт тума палăртнă, хăтлă сукмаксем тăваççӗ. Сулăм укçи программипе 120 пин тенкӗ , республика пулăшнипе 600 пин пулса тӑнӑ. Укçана урамсене хăтлăлатма тата çулса тăма, хӗлле юртан тасатма, вак чул тата ытти материал туянма тӑкакланӑ. Вак чул туянма 448 650 тенкӗ, хӗлле пăхса тăма 56 350 тенкӗ, çăлкуçа юсама – 80 000 руб.,яла йӗркере тытма, ГСМ тата запас пайсем туянма– 15 000 тенкӗ тăкакланă. Яла илем кӗртме усламçăсем те пулшшаççӗ. Уйрăмах Раиль Ситдиковпа Руслан Фасахов. Раиль хăйӗн укçипе 100 тонна вак чул туяннă, Русланпа вӗсем техника тара илсе, ялăн пӗр урамне вак чул сарнă. СВОна хутшăннă Леонид Беловпа Виктор Муртазин юханшыв урлă кӗпер хывнă. Алмаза Мингулов Дамир Минханова Марата Зяббаров ячӗнчен Тав çырăвӗ пачӗ, 65 çул тултарнă Анатолий Николаевич Ильменюкова , Андриян Маланчева, Николай Маланчева, Василий Архипова, Ильдар Ишмухаметова, Радик Минабутдинова тата
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев