ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Раҫҫей Геройӗ патне СВОра хутшăнакан салтак тата паттăрсен çывăх тăванӗсем пынӑ.
Йышӑну район Ӗҫ Тӑвакан комитетăн ертӳҫи Алмаз Мингулов хутшăннипе иртнӗ.
Районта пурӑнакан виҫӗ ҫын депутатран ятарлă çар операцине пурнăçланă чухне çухалнă тăванӗсене тупма пулăшма ыйтнӑ.
Ашшӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ ывӑлне, асламӑшӗ-мӑнукне, аппӑшӗ-пиччӗшне шыраççӗ.
Расим Баксиков виççӗшне те ҫухалнисене шырас ӗçе официаллӑ организацисем, Хӗрлӗ Хӗрес , Сабурская, ветерансен пӗрлешӗвӗ, пӗрле кӗрешекен ҫар служащийӗсем хутшăнни ҫинчен пӗлтерчӗ.
Çухалнă паттăрсен тăванӗсенчен ДНК илнӗ, воинсен даннӑйӗсене тӗрлӗ инстанцисене янӑ. Расим Баксиков палӑртнӑ тӑрӑх, шырав пырать, хыпарсене кӗтмелли ҫеҫ юлать.
Хыпарсӑр ҫухалнӑ ҫынсене шырас ӗçре Тутарстанăн "Защитники Отечества " фончӗн Аксури филиалӑн координаторӗ Татьяна Крайнова та хастар пулӑшать. Должноҫа кӗнӗренпе вӑл районти хыпарсӑр ҫухалнӑ тӑватӑ ҫынна шыраса тупма пулӑшрӗ.
Ятарлă Çар операцинче пуç хунă салтакăн мăшăрӗ, икӗ ывӑл амӑшӗ, ҫурт тӑррине юсама тепӗр хут ыйтнӑ. Алмаз Мингулов ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра спонсор патне профнастил уйӑрма ыйту янӑ, тăлăх арăмăн ыйтуне чи малтан татса парӗҫ.
СВОран таврăнман салатак амӑшӗ пулăшакан шырама пулӑшма ыйтнӑ, ватăсене пулӑшу кирлӗ - пуç хунă паттăр вӗсен пӗртен-пӗр ывӑлӗ пулнӑ вӗт. Ывӑлӗ вилнӗ хыҫҫӑн вӗсен мӑнукӗ тӗрек пулса тӑнӑ, анчах паян вăл та - салтакра.
Вилнӗ ҫар ҫыннин ашшӗ кинӗ валли тата виҫӗ мӑнукне, ывӑлӗ вилнӗшӗн тӳлесе татма пулӑшу ыйтма килнӗ, унӑн тӑлӑх арӑмӗ Хусанта туса пӗтермен хваттер туяннă, унта ҫара стенасем кӑна. Расим Баксиков вилнӗ ҫыннӑн ҫемйине пулӑшма Совет район администрацине депутат ыйтӑвне яма сăмах панă.
Çар тусӗсем –Расим Баксиковпа пирӗн ентеш Дмитрий Майков тӗл пулни кӑмӑллӑ самант пулса тӑчӗ. Хусанти танк училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӗсем Инҫетри Хӗвелтухӑҫӗнчи ҫар чаҫӗнче пӗрле службӑра тӑнӑ, ятарлă çар операцийӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн Донбаса хӳтӗлеме тӑнӑ.
Дмитрий хӑйне тӑлӑх ачасенена паракан хваттер илме ыйтрӗ. Ҫавӑн пекех Бурденко ячӗллӗ больницӑра сипленме тата медицина манипуляцийӗсене ирттерме пулӑшу ыйтрӗ.
Йышӑнура хускатнă ыйтусене ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе Аксу Ӗçтăвкомӗн ертӳҫи ӗçе илнӗ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев