Ӗнер Аксури Ҫар мухтавӗн мемориалӗнче призывниксене срочнăй службӑна янӑ ятпа чаплӑ митинг пулчӗ.
Евгений Сидоровпа Алексей Алексеев Саврăшпуç ҫыннисем тата Савгачевăра пурăнакан Давыд Ермолаев ТР ҫар комиссариачӗн сборнӑй пунктне кайрӗҫ. Вӗсене ӑсатма тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем, ҫавӑн пекех района ертсе пыракан пуçлăхсем, «Служу Отечеству» ветерансен юхӑмӗн представителӗсем пуçтарăнчӗç.
– Сирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ кун ҫитрӗ, – палӑртрӗ район Ӗçтăвкомӗн ертӳҫи Алмаз Мингулов. – Эсир ҫара каятӑр, Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлекенсем пулатӑр. Эпӗ сире лайӑх служба сунатӑп: вӑл йӗркеллӗ лару-тăрура ирттӗр, эсир çар çыннисен туслӑхне туйса илӗр. Сирӗн ҫул ҫинче ырри çеç пултăр.
ЦВО инспекторӗ Анатолий Молостов генерал-майор хăйӗн сăмахне çара каякансен ашшӗ-амӑшӗсене халалларӗ.
– Эпир сирӗн ывӑлӑрсене ҫар ӗҫне вӗренме яратпăр, – терӗ вӑл. – Эпир вӗсене Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлес ӗҫӗн никӗсне алла илтересшӗн. Вӗсем хӑйсен тивӗҫӗсене лайӑх пурнӑҫласа пырасса чунтан шанатпăр. Çулталăк иртсен вӗсем чип-чиперех таврăнӗç.
Аксура йӗркеленӗ ырă йăлапа салтака каякан кашни йӗкӗте сотовăй телефон парнелерӗç – тăван килпе çыхăну тытма.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 4