Ӗнер Мария Семеновна Петрова –тыл ӗҫченӗ – 100 ҫул тултарчӗ.
Ҫак кун уншăн чăн уява çаврăнчӗ. Саврăшпуçӗнче пурăнса ирттернӗскер, халь вăл хӗрӗ патӗнче Чистайра хăнара. Çывăх çыннăн юбилейне ачисемпе тăванӗсем пуçтарăнчӗç.
Ял ветеранне саламлама тăван районтан ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Валерий Николаев çула тухрӗ. Эпир те унпа пуçтарăнтăмăр.
– Сирӗн этем пахалăхӗсемпе ӗçлевлӗхӗр пирӗншӗн ырă тӗслӗх пулса тăраççӗ, – терӗ Валерий Зиновьевич. –Сирӗн ачалӑхӑр, ҫамрӑклӑхӑр чи йывӑр ҫулсемпе тӳр килнӗ, Эсир нумай асап тӳснӗ. Паян пирӗнпе пулнăшăн, пирӗн Сире çак уявпа саламлама май пулнăшăн чунтан савăнатăп. Çӗр ҫул тултарнӑ ятпа чӗререн саламлатпӑр! Сирӗн ӗмӗрхи юбилейăр çывăх çыннăрсемпе тăванăрсене пурăнма хавхалантарать.
Муниципалитет пӗрлӗхӗн ертӳҫи ветерана РФ Саламлу ҫырӑвне вуласа пачӗ. Тутартсан Раисӗнчен те, Рустам Миннехановран, Саламлу çыру пулчӗ. Ветеран парнене те, чечек çыххисене те савăнса йышăнчӗ. Хӗрӗсем, мӑнукӗсем, ҫывӑх ҫыннисем çакна хавассăн алӑ ҫупса йышăнчӗç.
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗнчен Олег Морозоваран юбиляра ҫуралнӑ кун ячӗпе "Нежность" КЦСОН ăн социаллӑ пулӑшу пайӗн заведующийӗ Ольга Миронкина парне-микроволновка пачӗ.
– Хисепленӗшӗн, саламланӑшӑн пурсӑра та чӗререн тав тӑватӑп, – терӗ хӗрарăм . – Сире те çирӗп сывлӑх сунатӑп, ман ҫулччен телейлӗ пурӑнӑр.
Мария Семеновнӑн шӑпи ҫӑмӑл пулман. Вӑл Сосновка поселокӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ӗмӗр иртнӗ пулин те, ветеран паян кунчченех колхозра мӗнле ӗҫленине, тӗнчере мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех асра тытать. Ветеран выççа мӗнле чăтнине, шăнса, çутăсăр пурăннине, апла пулин те, ир тăрса колхоз ӗçне васканине аса илчӗ. Вӑрҫӑн йывӑр, выҫӑ ҫулсене чăтăмлăн тӳссе ирттернӗ.
Вӑхӑт ҫитсен, Мария ял ачине качча тухнӑ. Петровсем виҫӗ ывӑлпа виҫӗ хӗр ҫитӗнтернӗ. Çемье пуçӗ 2008 ҫултах çӗре кӗнӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпе тракторпа ӗҫленӗскерӗн, сывлăхӗ шепех пулмасан та, вăл 82 çула çитнӗ.
Ҫӗр ҫула çитнӗ Мария Семеновнӑн паян15 мӑнук, тӑхӑр мӑнук тата тӑватӑ мӑнук ачи.
Мария Семеновна ӑрӑвӗн уйрӑмлӑхӗ – вăрăм ӗмӗр. Унăн амăшӗ 102 ҫул пурӑннӑ, ашшӗ – 90 ҫул ытла. Аппăшӗн юбилейне Емелькинăран 85 ҫулхи йӑмӑкӗ пырса çитрӗ. Вӑл хӑйне ҫивӗччӗн, хӑюллӑн тыткалать – аппӑшӗнчен 15 ҫул кӗҫӗнрех вӗт.
– Эпир хамӑр анне пурăннишӗн, унӑн ӑс - тӑнӗ пурришӗн савăнатпăр, – тет ветеранăн хӗрӗ Галина. – Çӗр çул хушшинче анне нумай нуша тӳснӗ. Паян эпир унăн ӗмӗрне тăсма тăрăшатпăр. Унăн кашни пурăнса ирттернӗ кунӗ çутă пултăр тетпӗр.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 6