Районти предприятисемпе организацисен ертӳҫисем, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем, депутатсем, камăн кăмăлӗ пур, ачасен ӗмӗчӗсене пурнӑҫлама пултараҫҫӗ.
Чăрăша паян лартрӗç. Канашăн черетлӗ ларӑвне Хӗл Мучипе Юрпике пырса кӗчӗç. Вӗсем канашлăва пынисен кашнине Чăрăш çинчи ачасен ӗмӗчӗсене çырса хунă юр пӗрчисене илме сӗнчӗç. Унта ачасем хăйсен ӗмӗчӗсене пӗлтереççӗ.
Ҫырӑвӑн пӗрремӗш йӗркисенче ачасем Хӗл Мучинчен мирлӗ тӳпе тата салтаксене киле сывă таврăнма ыйтаççӗ. Унтан ӗмӗтленнӗ парне çинчен пӗлтереççӗ.
Икӗ ҫулхи Данил Хӗл Мучирен машинӑпа гараж, Яна – косметика кӗтеççӗ. Çырусенчен ытларахăшӗнче авторсем йӗлтӗр парнелеме ыйтаççӗ. Акă пӗр ача Çӗнӗ ҫул уявне ӳкерме фотоаппарат ыйтнă, хӗрача - юмахри патша хӗрӗнни пек кӗпе.
Райӗçтăвком ертӳҫи Алмаз Мингулов та акцие хутшӑнчӗ. Ăна пилӗк çулти Данила çырăвӗ лекрӗ. Данила вăрçăран ашшӗне кӗтет, ҫӗнӗ ҫул валли сӗтел çинчи хоккей вăйи çинчен ӗмӗтленет.
Район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ильшат Загидуллин та Чăрăш çинчи юр пӗрчи-çырăва илсе, автора мӗн парнелемеллине пӗлчӗ.
– Çӗнӗ ҫул умӗн пиртен кашни ырӑ асамҫӑ пулса, ачасене телейлӗ тума пултарать, – терӗ вăл.
Алмаз Мингуловпа Ильшат Загидуллин канашлăва пынă ертӳçӗсене ырă акцие хутшăнма чӗнчӗç.
Вӗсенчен кашни, Хӗл Мучийӗн пулăшаканӗ пулса, ачасен ӗмӗтне тултарма пултарать. "Ӗмӗт Чăрăшӗ" ҫинче юр пӗрчисем пур-ха – ырӑ тума васкӑр, ачасемшӗн тӗлӗнмелле ӗҫ тӑвӑр!
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев