37 ҫул ӗçленӗ ял шкулӗнче Елизавета Петровна.
Аксури педагогика училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Çирӗклӗ шкулӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ, икӗ ҫултан, çемйе çавăрсан, Савгачевӑри вӑтам шкула куҫнӑ. Малтан пионервожатӑйра ӗҫленӗ, унтан ӑна пӗрремӗш клас ачисене шанса панă. Каярахпа, опыт пухсан, вăл нумай ҫул хушши чӑваш чӗлхипе литература вӗрентнӗ. Педагогӑн ӗҫри тата обществӑлла ҫулӗ ҫинчен пирӗн хаҫат пӗрре мар ҫырнӑччӗ. Унӑн пурнăçӗнче вӗренекенсен тӗрлӗ ӑрӑвӗсене паянхи кунчченех пӗрлештерекен интереслӗ самантсем сахал мар. 1971 ҫулта унӑн виҫҫӗмӗш клас ачисене пионера йышăннă. Пионерсен отрядне вăр вăхăтӗнче партизанка пулнă Ульяна Громова ятне панă. Пионерсем унăн паттӑрлӑхӗпе хавхаланса, герой вилӗмӗпе вилнӗ хӗрӗн ашшӗпе амăшӗ патне çыру янă. Кӑшт вӑхӑт иртсен, вӗсенчен Савгачево шкулне Краснодона хӑнана пыма чӗнекен çыру çитнӗ. Вара учитель ачасене металлолом, эмел курӑкӗсем пухма чӗнсе каланă. Отряд чӗкӗнтӗр ҫумласа та çул çине укçа пухнă. Ачасем Ульянăн ашшӗ-амӑшӗпе нумай ҫул, ветерансем пурнăçран уйрăлса каичченех, çыру çӳретнӗ.
– Этемӗн пурнӑҫӗнче чи кирли вӑл – юратнă ӗç, – тет Елизавета Петровна. – Ӗç этемлӗх пахалăхӗсене никӗслекен чи лайăх меслет те пулса тăрать. – Ҫичӗ ҫултан пуҫласа анне мана хӑйӗнпе пӗрле колхоз ӗҫӗсене явăçтчӗӗ Шурăмпуçӗнчен пуçласа хӗвел аниччен тăрăшнă эпӗ аннепе пӗрле колхоз анинче е урăх ӗçре. Шкулта вӗреннӗ чухне вара пире учительсем тăван çӗршыва юратма вӗрентнӗ. Хамăн вӗренекенсене те çаплах пиçӗхтерме тăрăшрăм э п ӗ. Ут м ă л м ӗ ш ç ул се н ч е эпир ачасемпе ял варринче хурӑнпа юман лартрăмăр. Юмана упраса хӑварма май пулмарӗ, хурăн вара паян та хумханса савăнтарать. В ӗ р е н е к е н с е м п е э п и р çулсерен пахча ҫумӗнчи участокра сухан ҫитӗнтертӗмӗр, металл пухрӑмӑр, кӑшман çитӗнтертӗмӗр. Мӑшӑрӗпе Василий Музилеевичпа пӗрле Елизавета Петровна Шупашкарти педагогика институчӗнчен куҫӑмсӑр майпа вӗренсе тухнӑ. П ӗ р - п ӗ р н е а ч а с е н е çитӗнтерме те, ӗçре те, шкулта пулăшнă. Мӑшӑр пилӗк ача çитӗнтернӗ. Хӗрӗ-Надежда, педагогика династине малалла тӑсать. Елизавета Петровна хӑйӗн ачисемпе те, вӗренекенӗсемпе те мăнаçланма пултарать. Вӗсем, çулла çимӗке пырсан, ун патне кӗмесӗр каймаççӗ.
– Ҫынна воспитани паничен ытларах савӑнӑҫ ҫук,– тет педагогика ветеранӗ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 3