Районти ветеринари пӗрлешӗвӗн коллективӗ ӗç уявне палăртрӗ.
Уявра чун ăшшипе савăнăç хуçаланчӗç.
Ветеринари тытăмӗнче вăй хуракансене районти ялхуçалăх управленийӗн ертӳçи Борис Соломонов саламларӗ.
– Паянхи уяв выльӑх-чӗрлӗхӗн, апла пулсан, районта пурăнакан халăхăн та сывлăх хуралӗнче тăракансен ӗçӗн пӗлтерӗшне хакланине çирӗплетсе парать, – терӗ вăл. –Эсир граждансене те выльӑх-чӗрлӗхӗн ҫынна куҫакан чир-чӗртен сыхлатăр.– Пурне те ҫирӗп сывлӑх, çемйере телей, ӗçре ҫитӗнӳсем тума хавхалану сунатӑп!
Ветеринарсен коллективне Раис Хуснуллин ăшшăн саламларӗ.
– Пирӗн кулленхи ӗҫ выльӑхсен хӑрушӑ чирӗсене асăрхаттарасси тата халăха хăрушсăрлăхпа тивӗçтересси, – терӗ вăл. –Çак ӗçе эсир тӳрӗ кӑмӑлпа кăна мар, чунтан парăнса пурнăçлатăр. Тав сӑмахӗсене йышӑнӑр.
Професси уявӗнче ветеринари службинче нумай çул тăрăшса, ытти ӗçтешӗсемшӗн тӗслӗх пулса тăракансем ведомство наградисене тивӗçрӗç. ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи Ветеринарин Тӗп управленийӗн Хисеп Хучӗпе "Аксу - Агро" тулли мар яваплă обществăн аслӑ ветеринарне Михаил Пикалов фельдшера , "СӖТ" тулли мар яваплă обществăн ветфельдшерне Надежда Щекинана, Лидия Яманова тата Надежда Харитонова фельдшерсене чысларӗç.
Республика ветеринари управленин Тав Çырăвӗсене Халит Фаткуллин, "Аксу-Агро" пӗрлешӗвӗн фельдшерӗсем Анвар Шарифуллин тата Алсу Зайдуллина тивӗçрӗç.
Борис Соломонов район Пуҫлӑхӗн Хисеп хутне районăт тӗп ветеринари врачне Раиса Хуснуллина тата унăн çумне Сергей Яковлева Хисеп хучӗсем пачӗ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев