– Елизавета Мокина ӗҫ ветеранӗ 90 çулхи юбилей палӑртрӗ
Юбилей ячӗпе ҫемье унăн чисемпе çывăх тăванӗсем ҫутӑ уяв йӗркеленӗ.
Уява ҫывӑх ҫынсене пурне те пухнӑ – вӗсем кил тулли пулчӗç, ветерана çуралнă кун ячӗпе саламларӗç, уншăн чун-чӗререн савӑнчӗç. Района ертсе пыракансем те ăна паллӑ кун ячӗпе саламлама килсе çитрӗç.
– Хисеплӗ Елизавета Никитична, Сирӗн пурнӑҫ ҫулӗ ҫӑмӑл пулман, ҫӗршывшӑн йывӑр ҫулсенче Эсир калама çук пысăк нуша курса ӳснӗ. Анчах тăрăшнă, малашлӑхшăн ӗҫленӗ, - терӗ ӑна райӗçтăвком ертӳҫин çумӗ Сергей Александров. – Хӑвӑра хӗрхенмесӗр ӗҫленӗшӗн тав сӑмахӗсем йышӑнӑр! Сире 90-мӗш кун ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп, татах нумай ҫуллӑха сывлӑх, телей, ырлӑх сунатӑп.
Вӑл район пуҫлӑхӗн уяв ҫырӑвне вуласа пачӗ, ачасем, мӑнукӗсем, мӑнукӗсем, мӑнукӗсен ачисем алӑ ҫупнӑ май ӑна чечек ҫыххи, парнесемпе кучченеҫсем пачӗ.
Юбиляра Аксу пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алмаз Бакиров чӗререн саламларӗ.
Елизавета Никитичнӑна çемйинче уйрӑмах юратаҫҫӗ. Унӑн ҫӑмӑл мар шӑпи ҫинчен мӑнукӗсем кăн мар, мăнукӗсен ачисем те пӗлни кашни ҫемьере пулмасть. Асламӑшӗн пурнӑҫӗ ҫинчен хӑнасене Ксения каласа пачӗ.
Елизавета Никитична Ҫӗнӗ Паланлă ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл ултӑ ҫулта чухне ашшӗне фронта чӗнсе илнӗ. Ашшӗ вӑрҫӑран таврӑнайман, ҫемье мӗн пултарнӑ таран пурӑннӑ. Елизавета асли пулнӑ, ун хыҫҫӑн тата виҫӗ ача ӳснӗ.Кӗҫӗннисемшӗн тӑрӑшупа яваплăх унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине тиеннӗ. Елизавета мӗн пӗчӗкренех амӑшне хуҫалӑхра пулӑшса ӳснӗ. Йывӑр ӗҫрен хӑраман.
Вӑхӑт ҫитсен Арсентий Филипович Мокин евчсем янă. Мăшăрӗ тӑватӑ ҫул аслӑрахскер, ҫав ялтах ӳснӗ. Пӗр ҫултан ҫемьере пӗрремӗш хӗрача çуралнă. Тӑватӑ хӗрпе ывӑл çитӗнтернӗ Мокинсем. 58 ҫул пӗрле юратса та килӗштерсе пурӑннӑ вӗсем.
Юбилярăн тӑхӑр мӑнук, вунвиҫӗ мӑнук ачи. Вӗсем пурте юратнӑ асламӑшӗн юбилейӗнче пулнӑ.
– Мăн асаннен ачалӑхӗ, ҫамрӑклӑхӗ, пӗтӗм пурнӑҫӗ ӗҫре иртнӗ, - мăнаçланса пӗлтерчӗ мăнук ачи.
Ҫитмӗлмӗш ҫулсенче ҫемье Аксăва куҫса килнӗ. Кунта мăшăрăн кӗҫӗн хӗрӗ ҫуралнӑ. Ҫемье пуçӗ нефть шырас ӗҫре тăрăшнă, нумай ачаллӑ амӑшӗ-райцентрти тӗрлӗ организацисенче ӗҫленӗ. Паян Елизавета Никитична кӗҫӗн хӗрӗн ҫемйипе пурӑнать. Ветерана ача-пӑча, мӑнуксем, мӑнукӗсем, вӗсен ачисем питӗ юратса та тимлӗхпе сырса илнӗ, ҫакӑнпа телейлӗ те вăл.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев