Кивӗ Хăяслăра тӗлпулу шкултан пуҫланчӗ.
Кунта апат хатӗрлекен пӳлӗме тӗпрен юсаса пӗтернӗ, кирлӗ оборудование вырнаçтармалли кăна юлнă. Район тата вӗрентӳ пайӗн ертӳҫисем шкул ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне хатӗр пулнине палăртрӗç.
– Сентябрӗн пӗрремӗшӗнче партӑсем хушшине 30 вӗренекен лармалла, ача садне сакăр пепке ҫӳрет, - палӑртрӗ шкул директорӗ Фирдаус Зайдуллин.
Вӗренӳре тпаянхи кун тӗп ыйту вăл –ачасенчен патриотсем çитӗнтересси. Ку шкулта тăван çӗршыва юратма ентешсен тӗслӗхӗсем çине таянса вӗрентеççӗ.
Шкул музейӗнче тăван çӗршыва хӳтӗлесе пуç хунă герой-ентешсен стендне йӗркеленӗ. Нумай çул хушши директор пулса ӗçленӗ Искандер Мугинов хӑнасем валли музейре экскурси ирттерчӗ.
Пысӑк та ҫутӑ клубра ял ҫыннисем чи çивӗч ыйтусене сӳтсе явма пухӑннӑ. Кивӗ Хăяслăра мӗн пур социаллӑ объектсене юсаса ҫӗнетнӗ. Тӗп ыйтусенчен пӗри – Тимушкеле çитиччен аслă çул тăвасси. Культура вучахӗ те юсав пуçланасса кӗтет. Ял ҫыннисене шыв масар патнех çитни пăшăрхантарать. Çырана çирӗплетмесен, масар çӗрӗ хуллен ишӗлме юханшыва анма пултарать.
Мюд халăхӗпе тата кивмăкшелсемпе тӗлпулу ял чиркӗвӗ патӗнчи уҫланкӑра пулса иртрӗ.
Мюд тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Зюзина малашне пурнăçламалли ӗҫсемпе тата плансемпе паллаштарчӗ. Кӑҫал пурне те юрлӑ хӗл тарăхтарнипе ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ МТЗ трактор валли погрузчик тата курăк çулакан оборудовани туяннине пӗлтерчӗ. Малашне пысăк юр та хăратмӗ, палăртрӗ вăл.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн программи шайӗнче Тутар Сӗнчелӗнче кӑҫал чарӑну павильонӗ туса лартнă. Мюдра модуллӗ(уйрăм панельсенчен пухăнакан) почта тума палăртнă.
Шкул ертӳҫи пулнă Луиза Минсафина, Тутарстан политикине уçса пачӗ, Чи кирли вăл – халăхшăн тăрăшни, палăртрӗ ветеран педагог. Ялсене хӑтлӑх кӗртмелли программӑсем çителӗклӗ, терӗ вăл.
1963-мӗш ҫултах кӗртнӗ шывшăн халӑх сахал тӳлени пăшăрхантарать иккен поселок пуçлăхне. Халӑх медицина пункчӗнче шăл сиплекен кабинет уçма ыйтрӗ.
Район ертӳҫисем Кивӗ Мăкшелӗнчи шкула та икӗрсе тухрӗç.Вӗренӳ заведенийӗн директорӗ Раиль Шарафутдинов шкул ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне хатӗррине палăртрӗ.
Мюд поселокра тата Мăкшелӗнче те питӗ хастар, туслă, кăмăллă халăх пурăнать. Паллах, кунта вырăнти культура çурчӗн ӗçченӗсен тӳпи те пысăк. Ҫакна хăйтытăмлăх органӗн пуçлăхӗ те палăртрӗ. Кирек мӗнле ӗҫе те пӗр пулса тăваççӗ. Вӗсен хăйсен спонсорӗсем те пур. Нумаях пулмасть Андрейпе Василий Цыгановсем ялти культура вучахне музыка аппаратурине парнеленӗ.
Сунчел ялӗнче тӗлпулу шкул патӗнче иртрӗ. Ирина Крайнова ял клубне юсамаллине палăртрӗ. Халăха 2005 ҫулта тунă Сӗнчеле аслă çулпа çыхăнтаракан çул юсавсăрлăхӗ пăшăрхантарать. Кӗҫӗн Сӗнчеле ҫитиччен ҫула та юсамалла.
Район ертӳçисем халăха пăшăрхантаракан пӗтӗм ыйтăва карандаш çине илчӗç.
Сăмах май, районта ҫулсӑр асапланакан ялсем паянхи куна çукпа пӗрех. Меречене, Ҫӗнӗ Паланла, Ахматкăна çеç çул кирлӗ. Сӗнчелсен çак ыйтӑвне ертӳçсем черетпе татса пама пулчӗҫ.
Трудолюбово ял тӑрӑхӗн тӗп пуянлӑхӗ– кӳлӗсемпе вӑрмансем, палăртрӗç район ертӳҫисем. Ку ялта медицина пунктне юсав кирлӗ. Кӑҫал ӑна Федераци тата регион бюджечӗн шучӗпе юсаҫҫӗ.
Ял пуҫлӑхӗ Светлана Тарасова палӑртнӑ тӑрӑх, "Здоровье " наци проекчӗ ял тăрăхне кӗрекен поселкăсенче пурӑнакансене хӑтлӑ условисенче пурăнса, паха медицина пулăшăвӗсемпе усă курма май парать
Хальхи вӑхӑтра чи çивӗч ыйтусем –таса шыв тата медицина учрежденийӗн территорине тирпей-илем кӗртесси.Сулăм укçи программи шайӗнче Трудолюбăвăра çӗнӗ шыв сăвăракан башня лартма палӑртаҫҫӗ. Халӑхпа тӗл пулура ял территорийӗсене аталантармалли ытти программӑсене те сӳтсе яврӗç.
Ҫулсерен ял халăхӗн çвӗч ыйтăвӗсем чакса
пыраҫҫӗ. Ял территорийӗсене Федераци тата республикăпа муниципалитет программисен шайӗнче сывлӑх сыхлавӗн, вӗрентӳ тата культура учрежденисене аталантарма майсем пур. Пысӑк тата пӗчӗк ялсенче те паян халăхăн хӑтлӑ пурӑнма та, ачасене ӳстерме те, хушма хуçалăх тытса укçа тума та майсем çителӗклӗ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев