СЕМЬЯ НЕ БЫВАЕТ БЕЗ ССОР И СКАНДАЛОВ. ЕСЛИ ПАРЕНЬ С ДЕВУШКОЙ ПОЖЕНИЛИСЬ, ИМ НАДО НАЙТИ ОБЩИЙ ЯЗЫК. НО ОСНОВА СЕМЬИ ЭТО - ЛЮБОВЬ, ВЗАИМНЫЕ ЧУВСТВА. ИХ НАДО БЫ БЕРЕЧЬ, КАК ОКО. БЕЗ ЛЮБВИ НЕТ И СЧАСТЬЯ В СЕМЬЕ. ЛЮБИТЕ ДРУ
...Ещё
ÇЕМЬЕ ÇУРАЛМАСТЬ ТАВЛАШУСĂР
Вăрăм Палюк
.
Çемье çуралмасть тавлашусăр,
Хăш чух пулĕ хирĕçесси.
Анчах чун ан пултăрччĕ сусăр,
Çынран-çке килет пуласси.
.
Хĕрпе каччă мăшăр пулсассăн
Вĕсен пĕр чĕлхе тупмаллах.
Вара пурнăç иртĕ хавассăн,
Чунра туйăм çиçĕ, паллах.
.
Çемье çуралмасть тавлашусăр,
Хăш чух пулĕ ăнланманни.
Арканĕ çемье юратусăр,
Пĕрне-пĕри савтăр кашни.
.
Хĕрпе каччă мăшăр пулсассăн
Вĕсен пĕр чĕлхе тупмаллах.
Ай, унсăр вĕсем сывлĕç ассăн,
Телей çемьере пулмаллах.
.
Çемье çуралмасть тавлашусăр,
Хăш чух пулĕ ятлаçасси.
Çапах та пуçа хыт ан усăр,
Юратăр, тен, пулĕ усси?
.
17.11.2018.
СЕМЬЯ НЕ БЫВАЕТ БЕЗ ССОР И СКАНДАЛОВ. ЕСЛИ ПАРЕНЬ С ДЕВУШКОЙ ПОЖЕНИЛИСЬ, ИМ НАДО НАЙТИ ОБЩИЙ ЯЗЫК. НО ОСНОВА СЕМЬИ ЭТО - ЛЮБОВЬ, ВЗАИМНЫЕ ЧУВСТВА. ИХ НАДО БЫ БЕРЕЧЬ, КАК ОКО. БЕЗ ЛЮБВИ НЕТ И СЧАСТЬЯ В СЕМЬЕ. ЛЮБИТЕ ДРУГ ДРУГА ВСЕГДА!
Мы используем cookie-файлы, чтобы улучшить сервисы для вас. Если ваш возраст менее 13 лет, настроить cookie-файлы должен ваш законный представитель. Больше информации
Комментарии 4
ТУЙ КĔРЛЕТ
Вăрăм Палюк
.
Пикене юратать сарă каччă –
Сÿнтереймĕн хĕрÿ туйăма.
Икĕ чун çывăхланчĕ те тачă
Кĕç шутларĕç вĕсем çырăнма.
.
Кĕр кĕрлет, ав, туйра туслă халăх,
Кăшкăраç «йÿçĕ, йÿçĕ!» тесе.
Сăлтав пур-çке паян савăнмалăх:
Чуп тăвать çамрăк мăшăр хĕрсе.
.
Пит телейлĕ хĕрпе сарă каччă -
Арăмпа упăшка паянтан.
Вĕсене парнесем халĕ паччăр
Ыр сунса иккĕшне те чунтан.
.
Кĕр кĕрлет, ав, туйра туслă халăх,
Кăшкăраç «йÿçĕ, йÿçĕ!» тесе.
Чĕрери туйăмсем сÿнмĕç, паллă,
Чун савсан пурăнан киленсе.
.
Каçхине пикепе сарă каччă
Тупа турĕç савма ĕмĕрех.
Юрату – чун-чĕрен ик çуначĕ,
Çемьене вăл тăвать çирĕпрех.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ.
.
17.05.2018.
ТУЙ
Вăрăм Палюк
.
Паян качча тухать ман хĕрĕм,
Вăл халĕ çирĕм пиллĕкре.
Ун пÿрнинче пур ылтăн çĕрĕ,
Кĕрлет туй – калăн… тĕлĕкре.
.
Сире сунатăп, çамрăк мăшăр,
Телей те сывлăх, юрату!
Килте ялан, ай, пултăр ăшă,
Пĕрле халь пурăнăр тату.
.
Паян качча тухать ман хĕрĕм,
Юратнă мăшăрĕ пур ун.
Çемье тусан, паллах, чун хĕрĕ:
Ĕç хушăнать-çке кашни кун.
.
Сире сунатăп, çамрăк мăшăр,
Телей те сывлăх, юрату!
Пĕр-пĕринпе калаçăр ăшшăн,
Чуна ан кÿрĕр ырату.
.
Паян качча тухать ман хĕрĕм,
Кĕрлет туй пысăк кафере.
Сахал-им хĕр тĕрлерĕ тĕрĕ,
Халь хамăн та ташлать чĕре.
.
23.05.2018.
ВЫХОДИТ ЗАМУЖ МОЯ ДОЧЬ
СИРЕ – ТЕЛЕЙ ТЕ ЮРАТУ
Вăрăм Палюк
.
Туя килме йыхрав илсессĕн
Халь çитрĕмĕр эпир кунта.
Тăванăн ывăлĕ-çке эсĕ –
Паян уяв пур çыншăн та.
Ай, çамрăксем, чунтан сунатпăр
Сире телей те юрату.
Пиччемĕн ывăлĕ, калатпăр:
Халь йÿçĕ! Хытăрах чуп ту!
.
Чечек те çула май илсессĕн
Халь çитрĕмĕр эпир кунта.
Мĕнле маттур, тĕреклĕ эсĕ,
Сан мăшăру хитре тата.
.
Ай, çамрăксем, чунтан сунатпăр
Сире телей телей те юрату!
Пĕрле халь пурте савăнатпăр,
Кун-çулăр пултăрччĕ тату.
.
Туя килме йыхрав илсессĕн
Халь çитрĕмĕр эпир кунта.
Ай, пурте парнесем сĕнеççĕ,
Тус-тăвану – сан умăнта.
.
02.06.2018.
ÇЕМЬЕ ÇУРАЛМАСТЬ ТАВЛАШУСĂР
Вăрăм Палюк
.
Çемье çуралмасть тавлашусăр,
Хăш чух пулĕ хирĕçесси.
Анчах чун ан пултăрччĕ сусăр,
Çынран-çке килет пуласси.
.
Хĕрпе каччă мăшăр пулсассăн
Вĕсен пĕр чĕлхе тупмаллах.
Вара пурнăç иртĕ хавассăн,
Чунра туйăм çиçĕ, паллах.
.
Çемье çуралмасть тавлашусăр,
Хăш чух пулĕ ăнланманни.
Арканĕ çемье юратусăр,
Пĕрне-пĕри савтăр кашни.
.
Хĕрпе каччă мăшăр пулсассăн
Вĕсен пĕр чĕлхе тупмаллах.
Ай, унсăр вĕсем сывлĕç ассăн,
Телей çемьере пулмаллах.
.
Çемье çуралмасть тавлашусăр,
Хăш чух пулĕ ятлаçасси.
Çапах та пуçа хыт ан усăр,
Юратăр, тен, пулĕ усси?
.
17.11.2018.
СЕМЬЯ НЕ БЫВАЕТ БЕЗ ССОР И СКАНДАЛОВ. ЕСЛИ ПАРЕНЬ С ДЕВУШКОЙ ПОЖЕНИЛИСЬ, ИМ НАДО НАЙТИ ОБЩИЙ ЯЗЫК. НО ОСНОВА СЕМЬИ ЭТО - ЛЮБОВЬ, ВЗАИМНЫЕ ЧУВСТВА. ИХ НАДО БЫ БЕРЕЧЬ, КАК ОКО. БЕЗ ЛЮБВИ НЕТ И СЧАСТЬЯ В СЕМЬЕ. ЛЮБИТЕ ДРУ
...ЕщёÇЕМЬЕ ÇУРАЛМАСТЬ ТАВЛАШУСĂР
Вăрăм Палюк
.
Çемье çуралмасть тавлашусăр,
Хăш чух пулĕ хирĕçесси.
Анчах чун ан пултăрччĕ сусăр,
Çынран-çке килет пуласси.
.
Хĕрпе каччă мăшăр пулсассăн
Вĕсен пĕр чĕлхе тупмаллах.
Вара пурнăç иртĕ хавассăн,
Чунра туйăм çиçĕ, паллах.
.
Çемье çуралмасть тавлашусăр,
Хăш чух пулĕ ăнланманни.
Арканĕ çемье юратусăр,
Пĕрне-пĕри савтăр кашни.
.
Хĕрпе каччă мăшăр пулсассăн
Вĕсен пĕр чĕлхе тупмаллах.
Ай, унсăр вĕсем сывлĕç ассăн,
Телей çемьере пулмаллах.
.
Çемье çуралмасть тавлашусăр,
Хăш чух пулĕ ятлаçасси.
Çапах та пуçа хыт ан усăр,
Юратăр, тен, пулĕ усси?
.
17.11.2018.
СЕМЬЯ НЕ БЫВАЕТ БЕЗ ССОР И СКАНДАЛОВ. ЕСЛИ ПАРЕНЬ С ДЕВУШКОЙ ПОЖЕНИЛИСЬ, ИМ НАДО НАЙТИ ОБЩИЙ ЯЗЫК. НО ОСНОВА СЕМЬИ ЭТО - ЛЮБОВЬ, ВЗАИМНЫЕ ЧУВСТВА. ИХ НАДО БЫ БЕРЕЧЬ, КАК ОКО. БЕЗ ЛЮБВИ НЕТ И СЧАСТЬЯ В СЕМЬЕ. ЛЮБИТЕ ДРУГ ДРУГА ВСЕГДА!