ПУРĂНАТЬ-ХА САВНĂ ЯЛ
Вăрăм Палюк
.
Çăмăл мар пулин те пурнăç
Пурăнать-ха савнă ял.
Çăлтăрсем те ĕмĕр çунĕç,
Ял çыннин – пур ĕç кал-кал.
Упранать ялта чăвашлăх,
Çухалмасть йăла-йĕрке.
Пулĕ çутăрах малашлăх,
Каччине савать пике.
Пурпĕрех, ай, нăйкăшмасăр
Малаллах ял-йыш пăхать.
Чунĕ ырă, пуçĕ каçăр,
Час-часах хăна пухать.
Пин-пин юрă – савăнмалăх,
Чун ташлать сике-сике.
Çамрăксем кунтах юлаççĕ,
Çавăнпа пĕтемст-ха ял.
Пит хитре ялта çу каçĕ,
Юрату хушать вăй-хал.
18.05.2018.
МĔНЛЕ АВАН ТĂВАН ЯЛТА!
Унтан кайни миçе çул иртрĕ,
Çапах асрах çуралнă ял.
Кăçал каллех çу кунĕ çитрĕ –
Ялта мана кĕтеççĕ халь.
Нихçан та ял пуçран тухаймĕ,
Ачалăх иртнĕ-çке унта.
Асран тăван кил-çурт та каймĕ:
Атте-анне пурнать кунта.
Ăçта кăна эп пурăнмарăм,
Ун тумĕнче ман пĕтмĕ парăм,
Вĕçме вăл панă-çке вăй-хал.
Яла пуçне, ай, кам-ши таймĕ?
Мĕнле аван тăван ялта!
Çулсем иртеççĕ сисĕнмесĕр,
Чăтаймăн эс унта хĕрмесĕр –
Тăван енрен хитри сахал.
05.06.2018.
ÇУРАЛНĂ ЕНĔМ
Нихçан та эс асран тухмастăн,
Çуралнă енĕм – Чăваш ен.
Эп çак çĕре улăштармастăп –
Санран çук лайăххи, ĕнен.
Çуралнă ен, сана ырлатăп
Эп хамăн çепĕç юрăра.
Тавралăху хитре ытла та,
Илем кÿрет… çырма-çатра.
Ниçта та сан пекки çук пулĕ,
Кунта çеç манăн кăмăл тулĕ,
Çуллен тата эс чечеклен.
Эп хамăн çĕпĕç юрăра.
Сан çыннусем ĕçчен ытла та,
Эх, юррăм, уççăнрах янра!
Эс юмахри пек илĕртÿллĕ,
Вăрман, уй-хир, пĕве те кÿлĕ
Лăпкаççĕ ман куçа куллен.
06.06.2018.
ТУРТАТЬ-ÇКЕ ЧУН ТĂВАН ЯЛА
Пĕр-икĕ уйăх каймасассăн
Туртать-çке чун тăван яла.
Машин çине ларсан хавассăн
Кăлт-кăлт тапать чĕре ялан.
Çуралнă савнă ял вырнаçнă
Шыв хĕрринчи пĕр айлăмра.
Унта кайса пайтах çĕр каçнă,
Кĕтет пÿрт умĕнчи йăмра.
Атте-анне, ай, пурăнсассăн
Сывлаççĕ пуль вĕсем те ассăн
Эп пымасан – инçе хула.
Сахал-им хĕрсемпе калаçнă
Хам çамрăк чух эп урамра?
Курас килсен тус-тăвана та
Вара тÿрех унта анатăп,
Хам çемьепе тухса çула.
09.06.2018.
САВНĂ ЯЛА ТАВРĂНАТĂП
Савнă яла таврăнатăп
Эпĕ паян машинпа.
Пĕтĕм чунтан савăнатăп
Халь иртенпех çавăнпа.
Ай, кĕтсе ил, савнă килĕм,
Хăвăн хастар ывăлна!
Атте-анне, шăллăм, кинĕм,
Çитрĕм кунта хăнана.
Савнă яла таврăнатăп,
Вун-вун ял юлчĕ хыçа.
Тавралăха эп сăнатăп,
Килчĕ ачалăх пуçа.
Ыр кăмăлпа эпĕ килтĕм,
Эс çунат панă мана.
Йĕри-тавра – хир, вăрман...
Ырă-çке манăн чуна та,
Халĕ юрлас килет ман.
17.06.2018.
ЮРАТНĂ ЧĂВАШ ЕН
Санпа, юратнă Чăваш ен,
Эп чăннипех мăнаçланатăп.
Нихçан та тухмăн чĕререн,
Кунтах-çке эпĕ пурăнатăп.
Ай, Чăваш ен, савса сана
Юрлатăп çĕнĕ, çепĕç юрă.
Вăй-хал паратăн эс чуна,
Хăвна та пулăштăр-и Турă.
Сана, юратнă Чăваш ен,
Ай, тĕнчипех паян мухтаççĕ.
Ÿссе тата эс чечеклен,
Чăваш енре хитре çу каçĕ.
Юрлатăп çĕнĕ çепĕç юрă.
Кунта халь – тăнăç самана,
Эс ĕмĕр-ĕмĕр сывă пурăн!
Ман çыхăннă пур шухăш-ĕмĕт.
Сан çыннусем хĕрÿ, ĕçчен,
Юратупа çиçет чун хĕмĕ.
26.06.2018.
ЧУВАШИЯ, ЛЮБИМЫЙ КРАЙ, ТЫ ВЕЧНО-ВЕЧНО ПРОЦВЕТАЙ!
ЯЛТА КАШНИ УРАМ ЙĂМРАЛЛĂ
Инçе пулсан та тăван ялăм
Пĕрмай каяс килет унта.
Ман хушăнать, ÿсет вăй-халăм
Хулара мар, тăван ялта.
Çуралнă ял – илемлĕ вырăн,
Пĕве те пур ял варринче.
Чуна кунта пит канлĕ, ырă,
Ял хăй вăл – пысăк çут тĕнче.
Унта эп кайрăм шăмат кун.
Ман тус-тăван çур ял, ку паллă,
Курсассăн хумханать-çке чун.
Куçа хупмастăп мĕн ирччен.
Кунта эп çĕнĕ юрă çырăп,
Çуралнă ялăм, сан çинчен.
Çын пурăнать кашни çуртра.
Ялта кашни урам йăмраллă,
Йĕри-тавра – çырма-çатра.
11.07.2018.
СИМĔС ЯЛĂМ – КУÇ ТУЛЛИ
Çĕр çинче тăван ялтан
Çук тата та илемли.
Ман каяс килмест кунтан,
Тăвансен – хитре кулли.
Савнă ял, тус-тăвансем
Кĕтсе илĕр халь мана!
Чĕрене тулать илем,
Варкăш тыткăнлать чуна.
Çук тата та çывăххи.
Эп телейлĕ вăл пуртан,
Кирлĕ те мар урăххи.
Чĕрере – сÿнми хĕлхем,
Çутă савăнăç кăна.
Çук тата та, ай, хакли.
Таврăнан унта ялан,
Симĕс ялăм – куç тулли.
19.07.2018.
ШУПАШКАР – МУСКАВ
Вокзалтан тапранчĕ
Пуйăс Мускава.
Юрă та шăранчĕ –
Тивĕç мухтава.
Пуйăсăн маршручĕ:
Шупашкар – Мускав.
Унăн тимĕр учĕ
Хыт васкать-çке шав.
Вирхĕнет васкавлăн
Пуйăс малалла.
Туу! тет вăл янравлăн
Кĕскетсе çула.
Ял-ял хыçа юлчĕ,
Станцире – тăхтав.
Тимĕр ут çывхарчĕ
Ир тĕп хулана.
Пин çын ытла анчĕ
Хăвăрт метрона.
04.08.2018.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 9
ПУРĂНАТЬ-ХА САВНĂ ЯЛ
Вăрăм Палюк
.
Çăмăл мар пулин те пурнăç
Пурăнать-ха савнă ял.
Çăлтăрсем те ĕмĕр çунĕç,
Ял çыннин – пур ĕç кал-кал.
.
Упранать ялта чăвашлăх,
Çухалмасть йăла-йĕрке.
Пулĕ çутăрах малашлăх,
Каччине савать пике.
.
Пурпĕрех, ай, нăйкăшмасăр
Малаллах ял-йыш пăхать.
Чунĕ ырă, пуçĕ каçăр,
Час-часах хăна пухать.
.
Упранать ялта чăвашлăх,
Çухалмасть йăла-йĕрке.
Пин-пин юрă – савăнмалăх,
Чун ташлать сике-сике.
.
Çамрăксем кунтах юлаççĕ,
Çавăнпа пĕтемст-ха ял.
Пит хитре ялта çу каçĕ,
Юрату хушать вăй-хал.
.
18.05.2018.
МĔНЛЕ АВАН ТĂВАН ЯЛТА!
Вăрăм Палюк
.
Унтан кайни миçе çул иртрĕ,
Çапах асрах çуралнă ял.
Кăçал каллех çу кунĕ çитрĕ –
Ялта мана кĕтеççĕ халь.
.
Нихçан та ял пуçран тухаймĕ,
Ачалăх иртнĕ-çке унта.
Асран тăван кил-çурт та каймĕ:
Атте-анне пурнать кунта.
.
Ăçта кăна эп пурăнмарăм,
Çапах асрах çуралнă ял.
Ун тумĕнче ман пĕтмĕ парăм,
Вĕçме вăл панă-çке вăй-хал.
.
Нихçан та ял пуçран тухаймĕ,
Ачалăх иртнĕ-çке унта.
Яла пуçне, ай, кам-ши таймĕ?
Мĕнле аван тăван ялта!
.
Çулсем иртеççĕ сисĕнмесĕр,
Çапах асрах çуралнă ял.
Чăтаймăн эс унта хĕрмесĕр –
Тăван енрен хитри сахал.
.
05.06.2018.
ÇУРАЛНĂ ЕНĔМ
Вăрăм Палюк
.
Нихçан та эс асран тухмастăн,
Çуралнă енĕм – Чăваш ен.
Эп çак çĕре улăштармастăп –
Санран çук лайăххи, ĕнен.
.
Çуралнă ен, сана ырлатăп
Эп хамăн çепĕç юрăра.
Тавралăху хитре ытла та,
Илем кÿрет… çырма-çатра.
.
Ниçта та сан пекки çук пулĕ,
Çуралнă енĕм – Чăваш ен.
Кунта çеç манăн кăмăл тулĕ,
Çуллен тата эс чечеклен.
.
Çуралнă ен, сана ырлатăп
Эп хамăн çĕпĕç юрăра.
Сан çыннусем ĕçчен ытла та,
Эх, юррăм, уççăнрах янра!
.
Эс юмахри пек илĕртÿллĕ,
Çуралнă енĕм – Чăваш ен.
Вăрман, уй-хир, пĕве те кÿлĕ
Лăпкаççĕ ман куçа куллен.
.
06.06.2018.
ТУРТАТЬ-ÇКЕ ЧУН ТĂВАН ЯЛА
Вăрăм Палюк
.
Пĕр-икĕ уйăх каймасассăн
Туртать-çке чун тăван яла.
Машин çине ларсан хавассăн
Кăлт-кăлт тапать чĕре ялан.
.
Çуралнă савнă ял вырнаçнă
Шыв хĕрринчи пĕр айлăмра.
Унта кайса пайтах çĕр каçнă,
Кĕтет пÿрт умĕнчи йăмра.
.
Атте-анне, ай, пурăнсассăн
Туртать-çке чун тăван яла.
Сывлаççĕ пуль вĕсем те ассăн
Эп пымасан – инçе хула.
.
Çуралнă савнă ял вырнаçнă
Шыв хĕрринчи пĕр айлăмра.
Сахал-им хĕрсемпе калаçнă
Хам çамрăк чух эп урамра?
.
Курас килсен тус-тăвана та
Туртать-çке чун тăван яла.
Вара тÿрех унта анатăп,
Хам çемьепе тухса çула.
.
09.06.2018.
САВНĂ ЯЛА ТАВРĂНАТĂП
Вăрăм Палюк
.
Савнă яла таврăнатăп
Эпĕ паян машинпа.
Пĕтĕм чунтан савăнатăп
Халь иртенпех çавăнпа.
.
Ай, кĕтсе ил, савнă килĕм,
Хăвăн хастар ывăлна!
Атте-анне, шăллăм, кинĕм,
Çитрĕм кунта хăнана.
.
Савнă яла таврăнатăп,
Вун-вун ял юлчĕ хыçа.
Тавралăха эп сăнатăп,
Килчĕ ачалăх пуçа.
.
Ай, кĕтсе ил, савнă килĕм,
Хăвăн хастар ывăлна!
Ыр кăмăлпа эпĕ килтĕм,
Эс çунат панă мана.
.
Савнă яла таврăнатăп,
Йĕри-тавра – хир, вăрман...
Ырă-çке манăн чуна та,
Халĕ юрлас килет ман.
.
17.06.2018.
ЮРАТНĂ ЧĂВАШ ЕН
Вăрăм Палюк
.
Санпа, юратнă Чăваш ен,
Эп чăннипех мăнаçланатăп.
Нихçан та тухмăн чĕререн,
Кунтах-çке эпĕ пурăнатăп.
.
Ай, Чăваш ен, савса сана
Юрлатăп çĕнĕ, çепĕç юрă.
Вăй-хал паратăн эс чуна,
Хăвна та пулăштăр-и Турă.
.
Сана, юратнă Чăваш ен,
Ай, тĕнчипех паян мухтаççĕ.
Ÿссе тата эс чечеклен,
Чăваш енре хитре çу каçĕ.
.
Ай, Чăваш ен, савса сана
Юрлатăп çĕнĕ çепĕç юрă.
Кунта халь – тăнăç самана,
Эс ĕмĕр-ĕмĕр сывă пурăн!
.
Санпа, юратнă Чăваш ен,
Ман çыхăннă пур шухăш-ĕмĕт.
Сан çыннусем хĕрÿ, ĕçчен,
Юратупа çиçет чун хĕмĕ.
.
26.06.2018.
ЧУВАШИЯ, ЛЮБИМЫЙ КРАЙ, ТЫ ВЕЧНО-ВЕЧНО ПРОЦВЕТАЙ!
ЯЛТА КАШНИ УРАМ ЙĂМРАЛЛĂ
Вăрăм Палюк
.
Инçе пулсан та тăван ялăм
Пĕрмай каяс килет унта.
Ман хушăнать, ÿсет вăй-халăм
Хулара мар, тăван ялта.
.
Çуралнă ял – илемлĕ вырăн,
Пĕве те пур ял варринче.
Чуна кунта пит канлĕ, ырă,
Ял хăй вăл – пысăк çут тĕнче.
.
Инçе пулсан та тăван ялăм
Унта эп кайрăм шăмат кун.
Ман тус-тăван çур ял, ку паллă,
Курсассăн хумханать-çке чун.
.
Çуралнă ял – илемлĕ вырăн,
Куçа хупмастăп мĕн ирччен.
Кунта эп çĕнĕ юрă çырăп,
Çуралнă ялăм, сан çинчен.
.
Инçе пулсан та тăван ялăм
Çын пурăнать кашни çуртра.
Ялта кашни урам йăмраллă,
Йĕри-тавра – çырма-çатра.
.
11.07.2018.
СИМĔС ЯЛĂМ – КУÇ ТУЛЛИ
Вăрăм Палюк
.
Çĕр çинче тăван ялтан
Çук тата та илемли.
Ман каяс килмест кунтан,
Тăвансен – хитре кулли.
.
Савнă ял, тус-тăвансем
Кĕтсе илĕр халь мана!
Чĕрене тулать илем,
Варкăш тыткăнлать чуна.
.
Çĕр çинче тăван ялтан
Çук тата та çывăххи.
Эп телейлĕ вăл пуртан,
Кирлĕ те мар урăххи.
.
Савнă ял, тус-тăвансем
Кĕтсе илĕр халь мана!
Чĕрере – сÿнми хĕлхем,
Çутă савăнăç кăна.
.
Çĕр çинче тăван ялтан
Çук тата та, ай, хакли.
Таврăнан унта ялан,
Симĕс ялăм – куç тулли.
.
19.07.2018.
ШУПАШКАР – МУСКАВ
Вăрăм Палюк
.
Вокзалтан тапранчĕ
Пуйăс Мускава.
Юрă та шăранчĕ –
Тивĕç мухтава.
.
Пуйăсăн маршручĕ:
Шупашкар – Мускав.
Унăн тимĕр учĕ
Хыт васкать-çке шав.
.
Вирхĕнет васкавлăн
Пуйăс малалла.
Туу! тет вăл янравлăн
Кĕскетсе çула.
.
Пуйăсăн маршручĕ:
Шупашкар – Мускав.
Ял-ял хыçа юлчĕ,
Станцире – тăхтав.
.
Тимĕр ут çывхарчĕ
Ир тĕп хулана.
Пин çын ытла анчĕ
Хăвăрт метрона.
.
04.08.2018.