ЭПИР ÇУРТА ПЕК ИРĔЛЕТПĔР
Вăрăм Палюк
.
Эпир çурта пек ирĕлетпĕр
Кунран кун хытă юратса.
Çунат хушса вĕçсе çÿретпĕр
Çĕрле пылак ыйха татса.
Çурта пек ĕмĕр ирĕлесчĕ,
Кăвар ыйтать вĕри чĕре.
Сар кайăксем пекех вĕçесчĕ
Пĕрле хĕвеллĕ тÿпере.
Эпир çурта пек ирĕлетпĕр,
Пĕрне-пĕри чуп тунă май.
Иксĕмĕр те аван пĕлетпĕр:
Пирте çу туйăмсем нумай.
Çак пурнăçа пĕрле тĕрлесчĕ,
Савниçĕм, маншăн эс – пĕрре.
Çунса çут туйăм вутĕнче.
Ялан пĕрлех пуласчĕ, тетпĕр,
Юратупа вĕри тĕнче.
01.01.2018.
МĔН ТЕРИ АВАН ПИРЕ
Эс – ман чунăм, ман чĕре те,
Мĕн пурри йăлтах пĕрле.
Вут пек сан çумра хĕретĕп
Юратса сана çĕрле.
Пирĕн – пĕр шăпа, пĕр çăлтăр,
Халь пĕрлешрĕ икĕ çул.
Сан куçу – пит тарăн çăл-тăр,
Савăнса юхать куççуль.
Вĕсене ма уйăрас?
Эп кулатăп е йĕретĕп,
Пур пĕр кăмăлăм хавас.
Сан куçу, ав, йăлтăр-йăлтăр
Çиçнĕ май иртет кун-çул.
Уçă сывлăш та пĕрре.
Чуп туса ыйха сиретĕн,
Мĕн тери аван пире.
ЭПĔ – САНĂН ЮРАТУ ЧУРИ
Эпĕ – санăн юрату чури:
Çыпăçсах-çке ларнă сан çумна.
Тен, санпа паллашрăм эп юри,
Ах, кайран вут хыпрĕ ман чуна.
Тусăм, эсĕ кирлĕ-çке мана,
Мансăр пурăнаймăн эсĕ те.
Сĕртĕнетĕн те ман тутана –
Вĕл вĕçетĕп эп çÿлте-çÿлте.
Пурнăçлатăп мĕн каланине.
Халĕ пулăшать пире Турри,
Юратса пăхатăп сан çине.
Илтĕн те ыйтмасăр тыткăна
Эс ăçта халь, эпĕ те – унта.
Эпĕ – санăн юрату чури,
Манăн юрату патши-çке эс.
Мĕн тери телей вăл эс пурри,
Халь юрлатăп эпĕ саншăн çеç.
01.01.2017.
ПИРĔШТИ
Эс – манăн пирĕштиçĕм,
Упран ман пурнăçа.
Санпа кăна, савниçĕм,
Пайлатăп савнăçа.
Сана чунтан саватăп,
Пĕр эсĕ çеç – пуçра.
Турра эп тав тăватăп,
Юрлатăп çак юрра.
Вĕçетĕн тÿпере.
Çиçет çап-çутă çиçĕм
Ялан ик чĕрере.
Хĕрÿллĕн чуп тăватăп,
Телей – юратура.
Ик чун – пĕр юрату.
Пиçсе хĕрелнĕ иçĕм,
Савниçĕм, сан туту.
02.01.2017.
САНСĂР ЫРАТАТЬ ЧĔРЕ
Эс ăçта çÿретĕн, тусăм?
Сансăр ыратать чĕре.
Пĕр сана курасшăн куçăм,
Килĕшрĕн мана сĕре.
Ах, чĕре, чĕре, чĕреçĕм
Юратать сана кăна.
Шухăшра ялан – пĕр эсĕ,
Лекрĕ чунăм тыткăна.
Эс килсем часрах, кĕтетĕп,
Пĕр сана киле кĕртетĕп,
Эсĕ ĕмĕрлĕх – пĕрре.
Эсĕ – ман шăпа, хĕресĕм,
Кÿрĕн-ши телей мана?
Хам чуна пĕр саншăн уçрăм,
Тăхăн пÿрнери çĕрре.
02.01.2018.
МАН ЧĔРЕНЕ ИРĔЛТЕРЕТĔН
Тĕл пулсанах ыталаса
Ман чĕрене ирĕлтеретĕн.
Çут туйăмсем хĕрÿ, таса,
Эс хăв та çулçă пек чĕтретĕн.
Чĕре вăл, калăн, сарă çу,
Вăл ирĕлет çав чун савсассăн.
Халь сан та пĕтрĕ канăçу,
Çапах кулатăн эс хавассăн.
Хыт чуп туса эс тутаран
Сана кăна юратнăран
Хĕретĕп, эсĕ те хĕретĕн.
Сан пурнăçпа сан пурнăçу
Хăйсен çулне пĕрле сарасшăн.
Чунна уçса парса мана
Юратнă çыннăм – эс кăна,
Савса ман пурнăçа кĕретĕн.
ПЫЛАК ПЫЛ МАНШĂН ЭСĔ
Пылак пыл маншăн эсĕ,
Туту та – чи тутли.
Сан куçусем çиçеççĕ,
Куллу – хĕвел шевли.
Ăçтан персе эс антăн
Ман çамрăк пуç çине?
Чуна халь пăлхататăн,
Хĕм сапрăн чĕрене.
Сăну – çурхи чечек.
Хумханнипе чĕтреççĕ
Сан аллусем тем пек.
Çĕрле ыйха тататăн
Савса çине-çине.
Пылак пыл маншăн эсĕ –
Çисе тăранайми.
Ман туйăмсем хĕреççĕ
Питÿ сан – пан улми.
ТУЯТĂП САНĂН ĂШШУНА
Çупăрласа сана, савниçĕм,
Туятăп санăн ăшшуна.
Çиçет вара ăшра та çиçĕм
Хыт пĕçертсе çемçе чуна.
Мана, пикеçĕм, питĕ кирлĕ
Сан чунупа сан ÿт ăшши.
Мĕн-ма тесен халь эпĕ чирлĕ,
Мана мĕнле сиплейĕн-ши?
Хыт чуп туса сана, савниçĕм,
Тавах сана эс ман пулнишĕн,
Пар, чуп тăвам сан аллуна.
Юрат мана ялан пит вирлĕ,
Санран килет сар пыл шăрши.
Ачашласа сана, савниçĕм,
Куллен ÿсет-çке туйăм-сисĕм
Чун-чĕререн савса сана.
ЮРАТУ – ЧИ ПЫСĂК МУЛ
Юрату – чи пысăк мул,
Ним те çук унран хакли.
Тусăм, ĕмĕр çамрăк пул,
Эс çуралнă ман валли.
Юратуçăм, юрату,
Хитререх унпа тĕнче.
Илĕртет мана туту,
Çăлтăрсем – куçусенче.
Юрату – чи чаплă мул,
Упранать вăл чĕрере.
Кайăк пек вĕç, савăн, кул,
Çамрăк ĕмĕр вăл – пĕрре.
Пурăнар пĕрле тату,
Пуçăм – сан чĕрçÿ çинче.
Юрату – чи тутлă мул,
Пыллатать вăл пурнăçа.
Час иртсен те яш кун-çул
Ан çухат эс савнăçа.
03.01.2017.
ПУЛТАРАЙМĂП САНА ЮРАТМАСĂР
Пултараймăп сана юратмасăр,
Ку манран та килмест – хăть мĕн ту.
Пурнăç тĕксĕм-çке, чунăмçăм, сансăр,
Шак шаккать чĕрене юрату.
Чун сисет, эсĕ те юрататăн,
Савнă тусăм, мана чĕререн.
Тутаран çеç чуп ту эс тата та,
Хытăрах ытала кунсерен.
Хушма çук чĕрене, мĕн тăвас.
Юрататăп, паллах, пĕр сăлтавсăр,
Ай, курма та сана чун хавас.
Сан валли чечексем эп тататăп,
Вĕсене эсĕ килĕштерен.
Эп çуралнă чунтан юратма.
Хăш чухне эп юрлатăп пĕр сассăр,
Халлатăп сана юррăма.
03.01.2018.
САНА ÇĂТМАХ ЭП ПАРНЕЛЕТĔП
Сана çăтмах эп парнелетĕп,
Тавралăх пит хитре унта.
Çав ырлăха лексен, пĕлетĕп,
Эп пулăп санăн çумăнта.
Ай, çăтмахра çеç пурăнасчĕ,
Савниçĕм, ман санпа пĕрле.
Сана савса хыт савăнасчĕ,
Эс маншăн хитререх çĕрле.
Юрлаççĕ кайăксем унта.
Чуп тунă май эп ирĕлетĕп,
Сан еннеллех туртать тута.
Сана телей кăна сунасчĕ,
Мана эс ăшăтăн хĕлле.
Ÿсеççĕ чечексем унта.
Санпа куллен эп киленетĕп,
Хитре эс, кăмăллă тата.
ЮРАТАТĂН ПУЛСАН
Юрататăн пулсан эс мана
Çупăрла пур çĕртен те ачашшăн.
Чуп туса ирĕлтер ман чуна,
Эпĕ хам та сана юратасшăн.
Паллă, эс те мана юратан,
Ан вăтан киленсе савăнмашкăн.
Юратса ман ыйха та татан,
Чармăп, эсĕ манпа хытă ашкăн.
Чарăнмасăр чуп ту пит хĕрÿллĕн.
Ан шелле ман çемçе тутана,
Чуп туса сывлăша та эс пÿлĕн.
Чĕрÿпе ман чуна ăшăтан,
Сар хĕвел, чунăмçăм, эсĕ маншăн.
Чи пылак сăмахсем каласамччĕ.
Ăнсăртран эп тĕл пултăм сана,
Çитрĕ маншăн та савнăç саманчĕ.
ТАСА ХУТРАН ПУÇЛАТПĂР ПУРНĂÇА
Таса хутран пуçлатпăр пурнăçа
Санпа, савниçĕм, çĕнĕрен.
Çухатрăм эпĕ канăçа
Мана эс хытă хĕртнĕрен.
Эс маншăн хăв та – таса хут,
Çырма пуçлатăп хам унта.
Çÿл тÿпере çĕн çăлтăр çут,
Çути ун ÿктĕр ман пата.
Таса хутран пуçлатпăр пурнăçа,
Умра – шап-шурă юрлă хир.
Эс турăн вичкĕнрех куçа,
Вĕçсе çÿретпĕр халь эпир.
Пăхатăн тарăн, хуть те пут,
Савниçĕм, санăн куçунта.
Хыçа пăхмасăр çаврăнса.
Пайлатăп хам савăнăçа
Санпа эп туслă пурăнса.
ПУРПĔРЕХ ЭС МАНĂН ПУЛĂН
Пурпĕрех эс манăн пулăн,
Çитĕ маншăн та уяв.
Чĕрере яланлăх юлăн,
Эсĕ те мана хыт сав.
Эпĕ – санăн, эсĕ – манăн,
Юратсан ялан çапла.
Пуç çинех вĕçсе эс анăн
Кĕçĕр сарă кайăкла.
Ыран мар-тăк – тепĕр кун.
Ман çумра хĕвел пек кулăн,
Саншăн хĕпĕртет ман чун.
Çаврăнать пуç, тухатланăн,
Ÿкесрен тыт ман алла.
Юрататпăр пĕр-пĕрне.
Эпĕ – пулăç, эсĕ – пулă,
Ишсе килĕн каçхине.
МАНА ЭС ХЫТĂ ЫТАЛАТĂН
Мана эс хытă ыталатăн,
Пуç çаврăнсах каять вара.
Мĕнле илемлĕ, йăрăс эсĕ?
Кĕрет чĕлхÿ ман çăвара.
Хăвна мĕнле туятăн çăмăл
Эс пăрахсассăн юратса.
Паллах, ун чух хĕвеллĕ кăмăл,
Куçу çиçет сан çутатса.
Чупса каять юн вăйлăрах.
Эппин, чунтан эс юрататăн,
Юратура асам пурах.
Ун чух пит кулянса эс тăмăн,
Çут туйăмсем вĕри, таса.
Кăлт-кăлт сикме пуçлать чĕре.
Ахăлтатсах вара кулатăн,
Вĕçетĕн çÿллĕ тÿпере.
ĔМĔТЛЕНЕТĔП
Савниçĕм, эп ĕмĕтленетĕп
Туйма сан туйăм ăшшине.
Хăш чух санран эп тĕлĕнетĕп:
Кам хĕм сапать сан чĕрÿне?
Ах, ĕмĕт, ĕмĕт, çутă ĕмĕт,
Хăçан вăл пурнăçланĕ-ши?
Хура куçу сан – пиçнĕ çĕмĕрт,
Çÿхе те вăрăм куç харши.
Сана хĕрÿллĕн чуп тума.
Вĕçетĕп янкăр тÿпене те,
Килсе ларсам эс ман çума.
Çиçет сан чĕрÿнте вут хĕмĕ,
Унтах – çут туйăмсен ташши.
Халь пурăнма санпа пĕрле.
Эп сансăр хăвăрт сивĕнетĕп,
Эс ăшăтсам мана çĕрле.
МĔН-МА ХĂРАС ЮРАТУРАН?
Мĕн-ма хăрас юратуран?
Чун-чĕрене вăл питĕ кирлĕ.
Эс йăл кулса савăнтаран,
Санпа, савниçĕм, чунăм чирлĕ.
Мĕн-ма çапла-ши юрату?
Пурне те ырă чун савсассăн.
Хăш чух кÿрсен те ырату,
Çапах чĕре юрлать хавассăн.
Хĕрÿллĕ унăн вут-кăварĕ.
Мана эс хытă çунтаран,
Пĕрне-пĕри ялан савар-и?
Çырла пек тутлă сан туту,
Ай, чуп тăвасчĕ тĕл пулсассăн.
Çунат хушса вĕл-вĕл вĕçетĕн.
Мана савса эс астаран
Анчах сăлтавсăр кĕвĕçетĕн.
04.01.2017.
ЮРАТУШĂН
Юратушăн йăлтах эпĕ парăп
Хамăн мĕн пуррине пĕр сана.
Вĕл вĕçме çуната эпĕ сарăп,
Халь чĕнет çÿл тÿпе те мана.
Çунтарать пирĕн ик чĕрене те
Юрату, юрату, юрату.
Сан çине пăхсанах хĕрелетĕп,
Ухмаха-çке ертет сан туту.
Юратушăн йăлтах эпĕ парăп,
Чи малтан – пит вĕри чĕрене.
Каçсерен сан çумна пырса ларăп,
Лайăх ырă тума пĕр-пĕрне.
Анчах эпĕ санран именетĕп,
Эс мана хытă-хытă чуп ту.
Пĕр сана – саншăн ним те шел мар.
Сан валли сĕреке те эп карăп:
Тыткăна лекĕн эсĕ вăр-вар.
КУÇ ТĂРĂХ ВУЛАМА ВĔРЕНТĔМ
Куç тăрăх вулама вĕрентĕм,
Куçу сан, тусăм – кĕнеке.
Анчах та калама иментĕм,
Сан туйăму таса, пике.
Савниçĕм, сан куçу пит тарăн,
Вăл çырмари çăл куçĕ пек.
Чунтан савма та эс пултарăн,
Сăну – тин çурăлнă чечек.
Унта мĕн çырнă – тĕрĕсех.
Вуларăм та çÿле çĕклентĕм,
Ман чун савни те вăл эсех.
Пĕрре пăхсах мана путарăн –
Эс ман çине ан пăх-ха тек.
Куç ăнланать-çке сан куçна.
Анчах çырла пек эп хĕрелтĕм
Эс чуп тусассăнах мана.
ТĔЛ ПУЛЧĔÇ ПИРĔН ЧĔРЕСЕМ
Пĕр чĕререн теприн патне
Куçса çÿрет çап-çутă туйăм.
Сарать ман чунăм çунатне,
Эс савнине паян эп туйрăм.
Тĕл пулчĕç пирĕн чĕресем –
Пĕрне-пĕри чылай шыранă.
Инçе пурăннăран вĕсем
Тупаймасран малтан хăранă.
Çÿретпĕр хăнана эпир те.
Ан хупласам манран питне,
Мĕнле эс вăтанатăн питĕ.
Ман чĕрене эс итлесем,
Савниçĕм, саншăн эп çуралнă.
Куçса çÿрет черченкĕ туйăм.
Сана мĕнле эп савнине,
Савниçĕм, кĕçĕр лайăх туйăн.
08.01.2017.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 574
ЭПИР ÇУРТА ПЕК ИРĔЛЕТПĔР
Вăрăм Палюк
.
Эпир çурта пек ирĕлетпĕр
Кунран кун хытă юратса.
Çунат хушса вĕçсе çÿретпĕр
Çĕрле пылак ыйха татса.
.
Çурта пек ĕмĕр ирĕлесчĕ,
Кăвар ыйтать вĕри чĕре.
Сар кайăксем пекех вĕçесчĕ
Пĕрле хĕвеллĕ тÿпере.
.
Эпир çурта пек ирĕлетпĕр,
Пĕрне-пĕри чуп тунă май.
Иксĕмĕр те аван пĕлетпĕр:
Пирте çу туйăмсем нумай.
.
Çурта пек ĕмĕр ирĕлесчĕ,
Кăвар ыйтать вĕри чĕре.
Çак пурнăçа пĕрле тĕрлесчĕ,
Савниçĕм, маншăн эс – пĕрре.
.
Эпир çурта пек ирĕлетпĕр,
Çунса çут туйăм вутĕнче.
Ялан пĕрлех пуласчĕ, тетпĕр,
Юратупа вĕри тĕнче.
.
01.01.2018.
МĔН ТЕРИ АВАН ПИРЕ
Вăрăм Палюк
.
Эс – ман чунăм, ман чĕре те,
Мĕн пурри йăлтах пĕрле.
Вут пек сан çумра хĕретĕп
Юратса сана çĕрле.
.
Пирĕн – пĕр шăпа, пĕр çăлтăр,
Халь пĕрлешрĕ икĕ çул.
Сан куçу – пит тарăн çăл-тăр,
Савăнса юхать куççуль.
.
Эс – ман чунăм, ман чĕре те,
Вĕсене ма уйăрас?
Эп кулатăп е йĕретĕп,
Пур пĕр кăмăлăм хавас.
.
Пирĕн – пĕр шăпа, пĕр çăлтăр,
Халь пĕрлешрĕ икĕ çул.
Сан куçу, ав, йăлтăр-йăлтăр
Çиçнĕ май иртет кун-çул.
.
Эс – ман чунăм, ман чĕре те,
Уçă сывлăш та пĕрре.
Чуп туса ыйха сиретĕн,
Мĕн тери аван пире.
.
01.01.2018.
ЭПĔ – САНĂН ЮРАТУ ЧУРИ
Вăрăм Палюк
.
Эпĕ – санăн юрату чури:
Çыпăçсах-çке ларнă сан çумна.
Тен, санпа паллашрăм эп юри,
Ах, кайран вут хыпрĕ ман чуна.
.
Тусăм, эсĕ кирлĕ-çке мана,
Мансăр пурăнаймăн эсĕ те.
Сĕртĕнетĕн те ман тутана –
Вĕл вĕçетĕп эп çÿлте-çÿлте.
.
Эпĕ – санăн юрату чури:
Пурнăçлатăп мĕн каланине.
Халĕ пулăшать пире Турри,
Юратса пăхатăп сан çине.
.
Тусăм, эсĕ кирлĕ-çке мана,
Мансăр пурăнаймăн эсĕ те.
Илтĕн те ыйтмасăр тыткăна
Эс ăçта халь, эпĕ те – унта.
.
Эпĕ – санăн юрату чури,
Манăн юрату патши-çке эс.
Мĕн тери телей вăл эс пурри,
Халь юрлатăп эпĕ саншăн çеç.
.
01.01.2017.
ПИРĔШТИ
Вăрăм Палюк
.
Эс – манăн пирĕштиçĕм,
Упран ман пурнăçа.
Санпа кăна, савниçĕм,
Пайлатăп савнăçа.
.
Сана чунтан саватăп,
Пĕр эсĕ çеç – пуçра.
Турра эп тав тăватăп,
Юрлатăп çак юрра.
.
Эс – манăн пирĕштиçĕм,
Вĕçетĕн тÿпере.
Çиçет çап-çутă çиçĕм
Ялан ик чĕрере.
.
Сана чунтан саватăп,
Пĕр эсĕ çеç – пуçра.
Хĕрÿллĕн чуп тăватăп,
Телей – юратура.
.
Эс – манăн пирĕштиçĕм,
Ик чун – пĕр юрату.
Пиçсе хĕрелнĕ иçĕм,
Савниçĕм, сан туту.
.
02.01.2017.
САНСĂР ЫРАТАТЬ ЧĔРЕ
Вăрăм Палюк
.
Эс ăçта çÿретĕн, тусăм?
Сансăр ыратать чĕре.
Пĕр сана курасшăн куçăм,
Килĕшрĕн мана сĕре.
.
Ах, чĕре, чĕре, чĕреçĕм
Юратать сана кăна.
Шухăшра ялан – пĕр эсĕ,
Лекрĕ чунăм тыткăна.
.
Эс килсем часрах, кĕтетĕп,
Сансăр ыратать чĕре.
Пĕр сана киле кĕртетĕп,
Эсĕ ĕмĕрлĕх – пĕрре.
.
Ах, чĕре, чĕре, чĕреçĕм
Юратать сана кăна.
Эсĕ – ман шăпа, хĕресĕм,
Кÿрĕн-ши телей мана?
.
Эс ăçта çÿретĕн, тусăм?
Сансăр ыратать чĕре.
Хам чуна пĕр саншăн уçрăм,
Тăхăн пÿрнери çĕрре.
.
02.01.2018.
МАН ЧĔРЕНЕ ИРĔЛТЕРЕТĔН
Вăрăм Палюк
.
Тĕл пулсанах ыталаса
Ман чĕрене ирĕлтеретĕн.
Çут туйăмсем хĕрÿ, таса,
Эс хăв та çулçă пек чĕтретĕн.
.
Чĕре вăл, калăн, сарă çу,
Вăл ирĕлет çав чун савсассăн.
Халь сан та пĕтрĕ канăçу,
Çапах кулатăн эс хавассăн.
.
Хыт чуп туса эс тутаран
Ман чĕрене ирĕлтеретĕн.
Сана кăна юратнăран
Хĕретĕп, эсĕ те хĕретĕн.
.
Чĕре вăл, калăн, сарă çу,
Вăл ирĕлет çав чун савсассăн.
Сан пурнăçпа сан пурнăçу
Хăйсен çулне пĕрле сарасшăн.
.
Чунна уçса парса мана
Ман чĕрене ирĕлтеретĕн.
Юратнă çыннăм – эс кăна,
Савса ман пурнăçа кĕретĕн.
.
02.01.2018.
ПЫЛАК ПЫЛ МАНШĂН ЭСĔ
Вăрăм Палюк
.
Пылак пыл маншăн эсĕ,
Туту та – чи тутли.
Сан куçусем çиçеççĕ,
Куллу – хĕвел шевли.
.
Ăçтан персе эс антăн
Ман çамрăк пуç çине?
Чуна халь пăлхататăн,
Хĕм сапрăн чĕрене.
.
Пылак пыл маншăн эсĕ,
Сăну – çурхи чечек.
Хумханнипе чĕтреççĕ
Сан аллусем тем пек.
.
Ăçтан персе эс антăн
Ман çамрăк пуç çине?
Çĕрле ыйха тататăн
Савса çине-çине.
.
Пылак пыл маншăн эсĕ –
Çисе тăранайми.
Ман туйăмсем хĕреççĕ
Питÿ сан – пан улми.
.
02.01.2018.
ТУЯТĂП САНĂН ĂШШУНА
Вăрăм Палюк
.
Çупăрласа сана, савниçĕм,
Туятăп санăн ăшшуна.
Çиçет вара ăшра та çиçĕм
Хыт пĕçертсе çемçе чуна.
.
Мана, пикеçĕм, питĕ кирлĕ
Сан чунупа сан ÿт ăшши.
Мĕн-ма тесен халь эпĕ чирлĕ,
Мана мĕнле сиплейĕн-ши?
.
Хыт чуп туса сана, савниçĕм,
Туятăп санăн ăшшуна.
Тавах сана эс ман пулнишĕн,
Пар, чуп тăвам сан аллуна.
.
Мана, пикеçĕм, питĕ кирлĕ
Сан чунупа сан ÿт ăшши.
Юрат мана ялан пит вирлĕ,
Санран килет сар пыл шăрши.
.
Ачашласа сана, савниçĕм,
Туятăп санăн ăшшуна.
Куллен ÿсет-çке туйăм-сисĕм
Чун-чĕререн савса сана.
.
02.01.2018.
ЮРАТУ – ЧИ ПЫСĂК МУЛ
Вăрăм Палюк
.
Юрату – чи пысăк мул,
Ним те çук унран хакли.
Тусăм, ĕмĕр çамрăк пул,
Эс çуралнă ман валли.
.
Юратуçăм, юрату,
Хитререх унпа тĕнче.
Илĕртет мана туту,
Çăлтăрсем – куçусенче.
.
Юрату – чи чаплă мул,
Упранать вăл чĕрере.
Кайăк пек вĕç, савăн, кул,
Çамрăк ĕмĕр вăл – пĕрре.
.
Юратуçăм, юрату,
Хитререх унпа тĕнче.
Пурăнар пĕрле тату,
Пуçăм – сан чĕрçÿ çинче.
.
Юрату – чи тутлă мул,
Пыллатать вăл пурнăçа.
Час иртсен те яш кун-çул
Ан çухат эс савнăçа.
.
03.01.2017.
ПУЛТАРАЙМĂП САНА ЮРАТМАСĂР
Вăрăм Палюк
.
Пултараймăп сана юратмасăр,
Ку манран та килмест – хăть мĕн ту.
Пурнăç тĕксĕм-çке, чунăмçăм, сансăр,
Шак шаккать чĕрене юрату.
.
Чун сисет, эсĕ те юрататăн,
Савнă тусăм, мана чĕререн.
Тутаран çеç чуп ту эс тата та,
Хытăрах ытала кунсерен.
.
Пултараймăп сана юратмасăр,
Хушма çук чĕрене, мĕн тăвас.
Юрататăп, паллах, пĕр сăлтавсăр,
Ай, курма та сана чун хавас.
.
Чун сисет, эсĕ те юрататăн,
Савнă тусăм, мана чĕререн.
Сан валли чечексем эп тататăп,
Вĕсене эсĕ килĕштерен.
.
Пултараймăп сана юратмасăр,
Эп çуралнă чунтан юратма.
Хăш чухне эп юрлатăп пĕр сассăр,
Халлатăп сана юррăма.
.
03.01.2018.
САНА ÇĂТМАХ ЭП ПАРНЕЛЕТĔП
Вăрăм Палюк
.
Сана çăтмах эп парнелетĕп,
Тавралăх пит хитре унта.
Çав ырлăха лексен, пĕлетĕп,
Эп пулăп санăн çумăнта.
.
Ай, çăтмахра çеç пурăнасчĕ,
Савниçĕм, ман санпа пĕрле.
Сана савса хыт савăнасчĕ,
Эс маншăн хитререх çĕрле.
.
Сана çăтмах эп парнелетĕп,
Юрлаççĕ кайăксем унта.
Чуп тунă май эп ирĕлетĕп,
Сан еннеллех туртать тута.
.
Ай, çăтмахра çеç пурăнасчĕ,
Савниçĕм, ман санпа пĕрле.
Сана телей кăна сунасчĕ,
Мана эс ăшăтăн хĕлле.
.
Сана çăтмах эп парнелетĕп,
Ÿсеççĕ чечексем унта.
Санпа куллен эп киленетĕп,
Хитре эс, кăмăллă тата.
.
03.01.2018.
ЮРАТАТĂН ПУЛСАН
Вăрăм Палюк
.
Юрататăн пулсан эс мана
Çупăрла пур çĕртен те ачашшăн.
Чуп туса ирĕлтер ман чуна,
Эпĕ хам та сана юратасшăн.
.
Паллă, эс те мана юратан,
Ан вăтан киленсе савăнмашкăн.
Юратса ман ыйха та татан,
Чармăп, эсĕ манпа хытă ашкăн.
.
Юрататăн пулсан эс мана
Чарăнмасăр чуп ту пит хĕрÿллĕн.
Ан шелле ман çемçе тутана,
Чуп туса сывлăша та эс пÿлĕн.
.
Паллă, эс те мана юратан,
Ан вăтан киленсе савăнмашкăн.
Чĕрÿпе ман чуна ăшăтан,
Сар хĕвел, чунăмçăм, эсĕ маншăн.
.
Юрататăн пулсан эс мана
Чи пылак сăмахсем каласамччĕ.
Ăнсăртран эп тĕл пултăм сана,
Çитрĕ маншăн та савнăç саманчĕ.
.
03.01.2018.
ТАСА ХУТРАН ПУÇЛАТПĂР ПУРНĂÇА
Вăрăм Палюк
.
Таса хутран пуçлатпăр пурнăçа
Санпа, савниçĕм, çĕнĕрен.
Çухатрăм эпĕ канăçа
Мана эс хытă хĕртнĕрен.
.
Эс маншăн хăв та – таса хут,
Çырма пуçлатăп хам унта.
Çÿл тÿпере çĕн çăлтăр çут,
Çути ун ÿктĕр ман пата.
.
Таса хутран пуçлатпăр пурнăçа,
Умра – шап-шурă юрлă хир.
Эс турăн вичкĕнрех куçа,
Вĕçсе çÿретпĕр халь эпир.
.
Эс маншăн хăв та – таса хут,
Çырма пуçлатăп хам унта.
Пăхатăн тарăн, хуть те пут,
Савниçĕм, санăн куçунта.
.
Таса хутран пуçлатпăр пурнăçа
Хыçа пăхмасăр çаврăнса.
Пайлатăп хам савăнăçа
Санпа эп туслă пурăнса.
.
03.01.2018.
ПУРПĔРЕХ ЭС МАНĂН ПУЛĂН
Вăрăм Палюк
.
Пурпĕрех эс манăн пулăн,
Çитĕ маншăн та уяв.
Чĕрере яланлăх юлăн,
Эсĕ те мана хыт сав.
.
Эпĕ – санăн, эсĕ – манăн,
Юратсан ялан çапла.
Пуç çинех вĕçсе эс анăн
Кĕçĕр сарă кайăкла.
.
Пурпĕрех эс манăн пулăн,
Ыран мар-тăк – тепĕр кун.
Ман çумра хĕвел пек кулăн,
Саншăн хĕпĕртет ман чун.
.
Эпĕ – санăн, эсĕ – манăн,
Юратсан ялан çапла.
Çаврăнать пуç, тухатланăн,
Ÿкесрен тыт ман алла.
.
Пурпĕрех эс манăн пулăн,
Юрататпăр пĕр-пĕрне.
Эпĕ – пулăç, эсĕ – пулă,
Ишсе килĕн каçхине.
.
03.01.2018.
МАНА ЭС ХЫТĂ ЫТАЛАТĂН
Вăрăм Палюк
.
Мана эс хытă ыталатăн,
Пуç çаврăнсах каять вара.
Мĕнле илемлĕ, йăрăс эсĕ?
Кĕрет чĕлхÿ ман çăвара.
.
Хăвна мĕнле туятăн çăмăл
Эс пăрахсассăн юратса.
Паллах, ун чух хĕвеллĕ кăмăл,
Куçу çиçет сан çутатса.
.
Мана эс хытă ыталатăн,
Чупса каять юн вăйлăрах.
Эппин, чунтан эс юрататăн,
Юратура асам пурах.
.
Хăвна мĕнле туятăн çăмăл
Эс пăрахсассăн юратса.
Ун чух пит кулянса эс тăмăн,
Çут туйăмсем вĕри, таса.
.
Мана эс хытă ыталатăн,
Кăлт-кăлт сикме пуçлать чĕре.
Ахăлтатсах вара кулатăн,
Вĕçетĕн çÿллĕ тÿпере.
.
03.01.2017.
ĔМĔТЛЕНЕТĔП
Вăрăм Палюк
.
Савниçĕм, эп ĕмĕтленетĕп
Туйма сан туйăм ăшшине.
Хăш чух санран эп тĕлĕнетĕп:
Кам хĕм сапать сан чĕрÿне?
.
Ах, ĕмĕт, ĕмĕт, çутă ĕмĕт,
Хăçан вăл пурнăçланĕ-ши?
Хура куçу сан – пиçнĕ çĕмĕрт,
Çÿхе те вăрăм куç харши.
.
Савниçĕм, эп ĕмĕтленетĕп
Сана хĕрÿллĕн чуп тума.
Вĕçетĕп янкăр тÿпене те,
Килсе ларсам эс ман çума.
.
Ах, ĕмĕт, ĕмĕт, çутă ĕмĕт,
Хăçан вăл пурнăçланĕ-ши?
Çиçет сан чĕрÿнте вут хĕмĕ,
Унтах – çут туйăмсен ташши.
.
Савниçĕм, эп ĕмĕтленетĕп
Халь пурăнма санпа пĕрле.
Эп сансăр хăвăрт сивĕнетĕп,
Эс ăшăтсам мана çĕрле.
.
03.01.2017.
МĔН-МА ХĂРАС ЮРАТУРАН?
Вăрăм Палюк
.
Мĕн-ма хăрас юратуран?
Чун-чĕрене вăл питĕ кирлĕ.
Эс йăл кулса савăнтаран,
Санпа, савниçĕм, чунăм чирлĕ.
.
Мĕн-ма çапла-ши юрату?
Пурне те ырă чун савсассăн.
Хăш чух кÿрсен те ырату,
Çапах чĕре юрлать хавассăн.
.
Мĕн-ма хăрас юратуран?
Хĕрÿллĕ унăн вут-кăварĕ.
Мана эс хытă çунтаран,
Пĕрне-пĕри ялан савар-и?
.
Мĕн-ма çапла-ши юрату?
Пурне те ырă чун савсассăн.
Çырла пек тутлă сан туту,
Ай, чуп тăвасчĕ тĕл пулсассăн.
.
Мĕн-ма хăрас юратуран?
Çунат хушса вĕл-вĕл вĕçетĕн.
Мана савса эс астаран
Анчах сăлтавсăр кĕвĕçетĕн.
.
04.01.2017.
ЮРАТУШĂН
Вăрăм Палюк
.
Юратушăн йăлтах эпĕ парăп
Хамăн мĕн пуррине пĕр сана.
Вĕл вĕçме çуната эпĕ сарăп,
Халь чĕнет çÿл тÿпе те мана.
.
Çунтарать пирĕн ик чĕрене те
Юрату, юрату, юрату.
Сан çине пăхсанах хĕрелетĕп,
Ухмаха-çке ертет сан туту.
.
Юратушăн йăлтах эпĕ парăп,
Чи малтан – пит вĕри чĕрене.
Каçсерен сан çумна пырса ларăп,
Лайăх ырă тума пĕр-пĕрне.
.
Çунтарать пирĕн ик чĕрене те
Юрату, юрату, юрату.
Анчах эпĕ санран именетĕп,
Эс мана хытă-хытă чуп ту.
.
Юратушăн йăлтах эпĕ парăп
Пĕр сана – саншăн ним те шел мар.
Сан валли сĕреке те эп карăп:
Тыткăна лекĕн эсĕ вăр-вар.
.
04.01.2017.
КУÇ ТĂРĂХ ВУЛАМА ВĔРЕНТĔМ
Вăрăм Палюк
.
Куç тăрăх вулама вĕрентĕм,
Куçу сан, тусăм – кĕнеке.
Анчах та калама иментĕм,
Сан туйăму таса, пике.
.
Савниçĕм, сан куçу пит тарăн,
Вăл çырмари çăл куçĕ пек.
Чунтан савма та эс пултарăн,
Сăну – тин çурăлнă чечек.
.
Куç тăрăх вулама вĕрентĕм,
Унта мĕн çырнă – тĕрĕсех.
Вуларăм та çÿле çĕклентĕм,
Ман чун савни те вăл эсех.
.
Савниçĕм, сан куçу пит тарăн,
Вăл çырмари çăл куçĕ пек.
Пĕрре пăхсах мана путарăн –
Эс ман çине ан пăх-ха тек.
.
Куç тăрăх вулама вĕрентĕм,
Куç ăнланать-çке сан куçна.
Анчах çырла пек эп хĕрелтĕм
Эс чуп тусассăнах мана.
.
04.01.2017.
ТĔЛ ПУЛЧĔÇ ПИРĔН ЧĔРЕСЕМ
Вăрăм Палюк
.
Пĕр чĕререн теприн патне
Куçса çÿрет çап-çутă туйăм.
Сарать ман чунăм çунатне,
Эс савнине паян эп туйрăм.
.
Тĕл пулчĕç пирĕн чĕресем –
Пĕрне-пĕри чылай шыранă.
Инçе пурăннăран вĕсем
Тупаймасран малтан хăранă.
.
Пĕр чĕререн теприн патне
Çÿретпĕр хăнана эпир те.
Ан хупласам манран питне,
Мĕнле эс вăтанатăн питĕ.
.
Тĕл пулчĕç пирĕн чĕресем –
Пĕрне-пĕри чылай шыранă.
Ман чĕрене эс итлесем,
Савниçĕм, саншăн эп çуралнă.
.
Пĕр чĕререн теприн патне
Куçса çÿрет черченкĕ туйăм.
Сана мĕнле эп савнине,
Савниçĕм, кĕçĕр лайăх туйăн.
.
08.01.2017.