Эп таврӑнап киле, пӗлеп.
Эп ҫирӗм виҫҫӗ тултаратӑп.
Эп ҫамрӑк, вӑйпитти, патвар.
Суран нӑйлать, шӑла ҫыртатӑп.
Эй, Турӑҫӑм, мана вӑй пар.
Ҫак вӑрҫӑн нушине курмашкӑн
Суйларӗ вӑхӑт. Мӗн тӑван?
Тӑшмансене хӑваламашкӑн
Мана ӑсатрӗ пур тӑван.
Эп урӑх куҫпала пӑхатӑп
Пур япала ҫине паян.
Мӗн пуррине чунтан хаклатӑп.
Кунта теме те хӑнӑхан.
Ӗнер анчах патвар салтакчӗ,
Паян ура пит ыратать.
Ӗнер ҫеҫ ӗмӗт вӑй паратчӗ,
Ҫут кантӑк пек паян ванать.
Сив ҫил касать хушӑран хушӑ.
Йӗри-тавра йӑлт сирпӗнет.
Пӗр кун пӗр ӗмӗр пек, хӑрушӑ.
Чӗре тем пек тапса сикет.
Аманнӑ салтаксем кӗтеҫҫӗ
Васкавлӑ пулӑшу тем пек.
Хӑш чух пиртен, шел, уйрӑлаҫҫӗ
Хуркайӑксен картийӗ пек.
Юлташсене асра тытатӑп.
Аса илсе чунтан йӗреп.
Эп ҫирӗм виҫҫӗ тултаратӑп.
Эп таврӑнап киле, пӗлеп.
. 23.02.2025 ҫ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев