Предыдущая публикация
Пӑхатӑп тинкерсе
Ҫурта ҫути ҫине.
Ҫунать вӑл хӗмленсе.
Тӑкать пек куҫҫӳльне.
Ҫунсам, ҫурта, ҫунсам...
Тӑрам эп шӑплӑхра.
Чуна эс тасатсам,
Хӑвар лӑпкӑлӑхра.
Анне, сан ятупа
Эп ҫутрӑм ҫуртана.
Ҫуралнӑ кун ятпа
Эп асӑнап сана.
Ҫӗн вырӑнта, анне,
Эс ҫӑмӑллӑх туйсам,
Тупсам чун канӑҫне.
Ҫунсам, ҫурта, ҫунсам...
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев