Ялан ҫапла ҫап-ҫамрӑк пулӑп теттӗн
Ҫирӗмсенче тӗкӗр ҫине пӑхса.
Телейлӗ пуласса ӗмӗтленеттӗн
Ху вӑйпиттишӗн шутсӑр савӑнса.
Вӑтӑрсенче ҫут ӗмӗтсем ҫуралчӗҫ.
Вӑхӑт нумай пек туйӑнать темме.
Аҫу-аннӳн, тем, ҫӳҫӗсем шуралчӗҫ.
Ачисене тухаҫ час-час кӗтме.
Хӗрӗх ҫулта ывӑннине туятӑн.
Ҫук, шутламастӑн эс ватӑласса.
Ҫап-ҫамрӑк ачусем ҫине пӑхатӑн,
Ӗҫлетӗн малалла ҫан тавӑрса.
Аллӑ ҫулхи кунсем умра тӑраҫҫӗ.
Ытла та хӑвӑрт вӑхӑчӗ чупать.
Пуҫри шухӑшусем хуллен шӑваҫҫӗ.
Унтан чышать. Чӗрӳ тапӑлтатать.
Сан ачусем те вӑтӑр тултараҫҫӗ.
Вӗсем телейлӗ, вӑйпитти, патвар.
Хӑйсен ҫемйисемпе халь пурӑнаҫҫӗ,
Ӗҫе тӑваҫҫӗ тӗплӗн те вӑр-вар.
Ак утмӑла та ҫывхарса пыратӑн.
Унтан ав ҫитмӗл черетре тӑрать.
Хуллен эс апата суйла пуҫлатӑн.
Вӑй ҫитменни чуна кулянтарать.
Мӑнукусем ҫирӗм ҫулта. Туятӑн,
Чылай чух хӑтланаҫҫӗ хӗрхенме.
Тӗкӗр ҫинче сӑнна темччен сӑнатӑн.
Вӑхӑт сахал пек туйӑнать темме.
Ытла та хӑвӑрттӑн пит уҫӑлаҫҫӗ
Пурӑнӑҫ кӗнекин страницисем.
Пурте кунта хӑналӑхра пурӑнаҫҫӗ.
Пуласчӗ ҫын ҫинче ҫын пек, ҫынсем.
. 22.01.2025 ҫ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев