Предыдущая публикация
Чӗвӗлтетеҫҫӗ кайӑк чӗпписем.
Ашшӗпе амӑшӗ вара мӑнтарӑн
Йӑтса килеҫҫӗ хурт-кӑпшанкӑсем.
Ҫунатсене сарма чылай вӑй кирлӗ.
Ҫавна пӗлеҫ ӗҫченҫӗ кайӑксем.
Вӑхӑт ҫитсен йӑва ак пушӑ юлӗ.
Ҫунат сарса саланӗҫ чӗпписем.
Ҫынсен шӑпи те кайӑксен манерлӗ:
Пӗр кил-ҫуртра ӳсеҫҫӗ ачасем.
Ӳссен тӗрлӗ енне саланӗҫ вирлӗн.
Ҫапла ҫав пурнӑҫӑн саккунӗсем.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев