Предыдущая публикация
Тӑван кӗтес, юратнӑ ялӑм,
Чуна пит ҫывӑх Тип Тимеш,
Эс ҫурататӑн ӑшӑ туйӑм.
Пӗлет сана кашни ентеш.
Сан капӑр сӑнарна мухтатӑп,
Сывлатӑп уҫ сывлӑшупа,
Сан шывупа эп вӑй пухатӑп.
Канать ман чун лӑпкӑлӑхпа.
Эс кайӑк пек ҫӗклентеретӗн,
Асамлӑ вӑй куллен паран,
Ыр ҫын пулма пире пиллетӗн,
Час-час килмешкӗн йыхравлан.
Ӑҫта кӑна ҫитсе курмарӑм.
Илемлӗ вырӑнсем пайтах.
Санран хитри эп тупаймарӑм.
Юратнӑ ялӑм, эс асрах.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 2