Рудик ывӑлӑма — Ҫӗнӗ ҫул парни.
. Ҫутӑ кӗмӗл тӑкӑннӑ
. Кӗҫӗр ҫӗрӗпе,
. Шурӑ шупӑр тӑхӑннӑ
. Шӑннӑ йывӑҫсем.
. Ват мучин йӗс чӗнтӗрӗ
. Кантӑкӑм ҫинче.
. Ах, ӑҫтаччӗ йӗлтӗрӗм,—
. Вирхӗнес хире!
. Самаях-ҫке сивӗтнӗ
. Таврара паян:
. Хӗл ҫитни, ай, сисӗнчӗ —
. Ӑшӑрах тумлан...
. ... Хӑҫан ӳснӗ ывӑлӑм,
. Ыткӑнать малта.
. Пӳлӗнмест-ха сывлӑшӑм —
. Ҫитӗп-ши хуса?
Эпӗ те вӗҫеттӗмччӗ
. Ун пекех тахҫан,
. Ҫунатсем кӗрнеклӗччӗ —
. Ҫынсенчен юлман.
. Иртрӗ савӑк вӑхӑтӑм,
. Ҫитрӗ ман хӗлле,
. Пурпӗр ҫутӑ ҫӑлтӑрӑм
. Ҫӳллӗ тӳпере!
. Леонид КЕВЕР (Сильвестров).
. Раштавӑн 30-мӗш, 2024 ҫ.,
. кӑрлачӑн 31-мӗш, 2025 ҫ.
. Шупашкар хули.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев