Предыдущая публикация
Юн та хĕрлĕ тĕслĕ. Вăл юнпа паллăсем лартнинех пĕлтерет. Юн йăх хăвачĕ. Юн тĕсĕпе тĕрлесен, паллăсене тумтир çине лартсан çын (йăх тăсăмĕ) йăх хÿтлĕхне лекет.
Шурă пир, тĕс тасалăха пĕлтерет. Ытти тĕссене усă курни вăл сĕнĕве, ĕмĕте пĕлтерет.
Калăпăр сарă теĕс пуянлăха, ăшша, ырлăха, хитрелĕхе, хĕвел ырлăхне пĕлтерет.
Хура тĕсе тĕрĕ йĕри-тавра карта тытнă чухне усă курнă тата çĕр аннен палли.
Ешĕл симĕс çÿрçĕре тата çутçанталăк пуянлăхне çамрăклăха палăртнă.
Кăвак тĕс - тÿпе тĕсĕ, Çÿлти Турă, хăватсен тĕсĕ.
Ытти тĕссем. Çак хĕрлĕ, сарă, хура, шурă, кăвак, симĕс тĕссене хутăштарнипе пулаççĕ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев