Предыдущая публикация
📰Журналистсем - хыпар шыракансем.
Журналистсем - кун-çул çыракансем.
Журналистсем - чунпа çунакансем,
Журналистсем - мала утакансем!
Фронтри салтак пек эс кĕрешỹре.
Çитменлĕхе, çук, чăтаймасть чĕре!
Кашни йĕрке çуралнă нушапа,
Эс - журналист. Сан çакăн пек шăпа.
Ĕçченсене мухтатăн хаваспах,
Хастаррисем нумай-çке çавăнпах.
Хăвна та тав тăваç ыр сăмахпа,
Салам сăмахĕ йышăн уявпа!
Ив.САЛАНДАЕВ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев