«Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи общество организацийĕ ЧНКан пĕрремĕш вице-президентне, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне Н.Ф. Угаслова, унăн çемйине тата çывăх çыннисене вĕсен юратнă çынни – мăшăрĕ, амăшĕ, кукамăшĕ тата асламăшĕ
Угаслова
Ирина Евсеевна
пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă пирки вĕсемпе пĕрле чĕререн хурланнине пĕлтерет.
И.Е. Угаслова - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Вăл тăван чӑваш культурине, йӑли-йӗркине, чӗлхине упрас, аталантарас ĕçе нумай ҫул халалланӑ, халӑхсен пӗрлӗхне çирĕплетес, ÿссе пыракан ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. Ӑна тата вӑл чылай ҫул ертсе пынӑ "Пӗртӑван Малинасем" ушкӑна Чӑваш Енре çеҫ мар, Раҫҫейри ытти регионта та лайӑх пӗлнӗ, хакланă, юратнӑ.
Хисеплӗ Николай Федорович! Ҫак йывӑр вӑхӑтра сире йӑпатма пултаракан сӑмахсем тупма питĕ йывӑр. Тавăрма май çук çухатăва сирĕнпе пĕрле пайланине пĕлтеретпĕр. Чӑваш тӗнчин пултарулла хӗрне эпир яланах асра тытӑпӑр. Ирина Евсеевнӑн ҫутӑ сӑнарӗ яланах пирӗн асра, чӗрере упранӗ.
***
МОО «Чувашский национальный конгресс» выражает глубокие соболезнования первому вице-президенту Чувашского национального конгресса, депутату Государственного Совета Чувашской Республики Н.Ф. Угаслову, а также его семье и близким в связи с тяжелой утратой — безвременной кончиной его супруги, матери и бабушки
Угасловой
Ирины Евсеевны.
И.Е. Угаслова - заслуженный работник культуры Чувашской Республики, много лет своей жизни посвятила сохранению и популяризации чувашской культуры, традиций и изучению чувашского языка. Она внесла неоценимый вклад в единение народов и патриотическое воспитание молодёжи. Её хорошо знали и любили не только в Чувашии, но и во многих других регионах России.
Уважаемый Николай Фёдорович! Трудно подобрать слова, которые могли бы утешить вас в это тяжёлое время. Разделяем вашу скорбь и горечь невосполнимой утраты. Мы навсегда сохраним в душе светлую память о талантливой дочери Чувашского мира.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 83