Хаклă ентешсем!
2021 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçланса чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕччен Раççейре Халăх Çыравĕ иртмелле.
Пĕтĕмпе 33 ыйтăва хуравлама тивĕ. Çав шутра 23-шĕ социаллă пурнăçпа, демографипе çыхăннисем. Вĕсен хушшинче хăш чĕлхе тăваннине палăртмалли ыйту та пур.
2010 çулхи Çырав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Раççей Федерацийĕнче чăвашсем шучĕпе пиллĕкмĕш вырăнта, пурĕ 1 миллион та 400 пин çын шутланаççĕ. Вĕсенчен 814 пин çын Чăваш Республикинче, ыттисем республика тулашĕнче пурăнаççĕ. Ку вăл 2002 çулхи Çырав кăтартăвĕнчен 14% сахалрах.
Хисеплĕ ентешсем, Раççей регионĕсенче тĕпленнĕ чăвашсем! Хальхи Çыравра хăвăра ЧĂВАШ тесе палăртма ан манăр, ан вăтанăр. Ашшĕ-амǎшне хисеплекен çын тǎван чĕлхене те хисеплĕ, нихǎçан та, нимĕнпе те улǎштармĕ. И.Я.Яковлев халалне асра тытса пурǎнар. Чǎваш халǎхĕн чĕлхи ĕмĕр-ĕмĕр чĕрĕ, тĕрĕс-тĕкел пултăр. Тăвансене, йăх-пĕлĕшсене, чăвашла пĕлмен, анчах та чунра чăваш юнĕ чупакан паллакансене те çакăн çинчен каласа ăнлантарăр.
Чăвашлăх – пурнăçа малалла аталантарма пулăшакан çăлкуç. Ăна упраса, аталантарса пырасси – пирĕн тивĕç. Чăваш çĕршывне юратни, авалхи халăх пулнипе мăнаҫланни пире паян та, малашне те пĕрлештерсе тăтăр!
#эпчăвашлакалаçатăп
#чăвашнациконгресĕ
#Чăвашчĕлхи
#Халăхçыравӗ
#Всероссийскаяпереписьнаселения
https://vk.com/video353121141_456239017?list=a7dbd709720d5cdf86
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1