Закреплено

Ăшă çумăр – чун уççи.

Эп пыратăп урампа,
Ăмăртатăп çумăрпа.
Эп утатăп – вăл утать,
Эп чупатăп – вăл чупать.
Хăтăласшăн çумăртан,
Вăл манпа пырать пĕр тан.
Çук, пулмарĕ – çке тарса,
Ячĕ вăл шывне тăкса.
– Чим-ха, чим, кăштах тăхта,
Тенĕ, евĕр, çумăр та
Шăварать те шăварать,
Малалла утма чарать.
– Çумăртан эс ан хăра,
Пулăшать ӳсме тырра.
Пахча – çимĕçсем вара,
Шав кĕтеççĕ çумăра.
Ăшă çумăр – чун уççи,
Çăвăнать ав улмуççи.
Пахчара та уй-хирте,
Çумăр кирлĕ пур çĕрте.
Килĕшетĕп çумăрпа,
Чарăнатăп хаваспа.
Йĕпенсессĕн те лачкам,
Пурпĕрех кăмăллă хам.
Сӑвӑ авторӗ Клементьева Л.Ф.
#хитре_сӑвӑсем #чăваш_сӑввисем #чăвашсем #чăваш_чĕлхи
  • Класс
  • Класс
  • Класс
  • Класс
  • Класс
  • Класс
  • Класс
  • Класс
Показать ещё